18 апреля 2009 г.
Çĕр ĕçченĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ тапхăр пуçланчĕ. Ирхи шăнпа усă курса 8 хуçалăх нумай çул ÿсекен курăксене, 6-шĕ кĕр тыррисене апатлантарма пуçланă та ĕнтĕ. Комсомольскисен ĕçĕ пирки республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче те палăртаççĕ. Уй-хирте мĕнле ĕçсем пыни, çуракине пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем епле хатĕрленни пирки район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕпе И.Х.Минетуллинпа калаçрăмăр.
— Ильдус Хадзятович, кăçал уй-хир культурисене пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем мĕн чухлĕ лаптăк çинче çитĕнтерме палăртаççĕ?
— Эпĕ асăннă цифрăсем тĕп-тĕрĕс тесе калаймастăп. Çапах та «кăвакалĕ кÿллине кура чăмать» каларăша шута илсе, вĕсем палăртнин 100 проценчĕпех акса хăвараççĕ тесех çирĕплетсе калама май çук. Пирĕн пата панă кăтартусем тăрăх кăçалхи çуракинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене 15 пин ытла çĕрулмине 2100 гектар акса-лартса хăвармалла. Тепĕр чухне, вăрлăха кура, лаптăксем чакма та, ÿсме те пултараççĕ.
— Паянхи кун çанталăк пĕр евĕрлĕ тăмасть. Кун пирки мĕн каланă пулăттăр?
— Синоптиксем те 100 проценчĕпе тĕрĕс прогноз параймаççĕ. Юлашки вăхăтра пушшех те. Çавăнпа ял хуçалăх предприятийĕсен пур енĕпе те хатĕр пулмалла.
— «Вăрлăх — тухăç никĕсĕ», тетпĕр. Ку енĕпе хуçалăхсенче мĕнле лару-тăру?
— Пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсем вăрлăх енĕпе тимлĕ ĕçлеççĕ. Çĕнĕ сортсене сăнаса пăхаççĕ, килĕшсен, тухăçлă пулсан, малашне те акаççĕ. Çакă пысăк тухăç илме май парать. Паянхи куна илсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсен вăрлăхĕн 90 проценчĕ кондициллĕ. Ку енĕпе республика шайĕнче те лайăххисен шутĕнче эпир.
— Çĕртен илнипе çеç мар, ăна памалла та. Çак енĕпе мĕнле ĕçлеççĕ?
— Ку тĕрĕс ыйту. Çĕршыв шайĕнче те, республикăра та, çав вăхăтрах районта та çĕр пулăхлăхĕ, уйрăмах гумус шайĕ чакса пыни палăрать. Ăна ÿстермесен пысăк тухăç пирки сăмах та пулма пултараймасть. Уйрăммăн палăртмасан та, районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем ку енĕпе ĕçлеççĕ. Хура пусăсем хăвараççĕ, тислĕк тăкаççĕ, минераллă удобренисемпе усă кураççĕ. Кредитсемпе усă курсан та, районти предприятисем уй-хир культурисен пулăхлăхĕ çине тимлĕх уйăрни паха. Хуçалăхсем кăçал 2253 тонна минераллă удобренипе усă курасшăн. Вĕсене илсе килнĕ.
— Хальхи вăхăтра çĕр ĕçĕнче çĕнĕ технологисем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл енĕпе ĕçлеме пахалăхлă техника кирлĕ. Ку тĕлĕшпе лару-тăру мĕнле?
— «Слава картофелю» агрофирма, «Пайгас», «Восток», «Труд», «Урожай», «Рассвет» тата ытти хуçалăхсем техникăна çĕнетсех тăраççĕ. Тĕрлĕ районсене, облаçсене кайса килсе паха опытпа паллашаççĕ. Агротехникăри çĕнĕлĕхсене хăйсем патĕнче ĕçе кĕртеççĕ.
Источник: "Каçал Ен"