18 апреля 2009 г.
Çак кунсенче Юнтапа халăхĕ масара тирпей-илем кĕртес тесе ĕç хатĕрĕсемпе пуçтарăнчĕ. 21 çын валли те ĕç тупăнчĕ. Пĕрисем вилтăприсем çывăхĕнчи хунаса кайнă йывăçсене касрĕç е сайратрĕç. Теприсем çулçăсене, çÿп-çапа пуçтарчĕç. Масар çывăхĕнчи кивĕ решеткесемпе юпасене пĕр çĕре купаларĕç. 5 сехет ĕçлесе пирĕн несĕлсем ĕмĕрлĕхе канлĕх тупнă вырăна тасатса тирпейлерĕмĕр.
Çак мероприяти хыççăн та халăх саланмарĕ-ха. Кăçалхи граждансен пухăвĕнче суйланă ял старостин сăмахне итлерĕç. В.П.Тарасов ялта малашне пурнăçламалли ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. «Кĕтÿ кайма пуçличчен пирĕн икĕ ял хушшинчи кĕпере тумалла»,— терĕ Валентин Порфирьевич. «Победа» ял хуçалăх кооперативĕ материалсемпе пулăшма шантарать. Ял халăхĕн те айккинче юлмалла мар. Çакă кашнинех кирлĕ-çке. Лидия Анисимова ялта кас хуралĕ йĕркелес ыйтăва та хускатрĕ. Урамсенчи тирпей-илем пирки те сăмах пулчĕ. Ял старости калани пĕлтерĕшлĕ. Ушкăнпа, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен ял илемленĕ.
Источник: "Каçал Ен"