АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯВАП ТЫТТАРАÇÇĔ

15 апреля 2009 г.

 

Административлă кодексри улшăнусем пирки хаçатсенче нумай çырнăччĕ. Тепĕр хут саккуна аса илтерни пăсăк пулмĕ тетĕп. 2008 çулта çак кодексăн 12 пайне пысăк улшăнусем кĕртнĕ. Çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнтарассипе, çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă вĕсем. Тĕслĕхрен, РФ КоАП 12.7 статйипе килĕшÿллĕн, транспортпа çÿреме ирĕк паракан удостоверенине туртса илнĕ çын руль умне ларчĕ пулсан, ăна 15 талăк таран административлă арест кĕтет. Кунашкал мерăпа усă курма юраман водительсене 5000 пин тенкĕ штраф тÿлеттернĕ. РФ КоАП 12.8 статйине иртнĕ çул 3 тата 4 пайсем кĕртнĕ. Унта çапла çырнă: ÿсĕр тата транспорт хатĕрĕпе çÿремелли право çук е çавнашкал правасăр хăварнă водитель руль умне ларсан, вĕсене 15 талăк таран административлă майпа арестлеççĕ. Унашкал ирĕкпе усă курма юраман водительсене 5000 тенкĕ штраф кĕтет. Çак йĕркене тепĕр хут пăссан (4-мĕш пай ) 3 çуллăха транспорт хатĕрĕпе çÿремелли правасăр хăвараççĕ.

Водитель ÿсĕр е ÿсĕр маррине ĕнентерме медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма хирĕçленĕшĕн правана 1,5—2 çуллăха туртса илме пултараççĕ. Транспорт хатĕрĕпе çÿремелли ирĕк çук е çавнашкал правасăр хăварнă водитель милици сотрудникĕ медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма сĕннине пурнăçламасан вара ăна 15 талăк таран арест кĕтет.

РФ КоАП 3.9 статйипе килĕшÿллĕн, çак çынсене административлă майпа арестлеме ирĕк çук: йывăр çын хĕрарăмсене, 14 çул тултарман ачаллă хĕрарăмсене,18 çула çитмен çамрăксене, 1 тата 2 ушкăнсенчи инвалидсене, çар çыннисене, çар пухăвне чĕннĕ граждансене, шалти ĕçсен органĕн ятарлă званиллĕ сотрудникĕсене, ĕç тăвакан уголовлă системăн учрежденийĕсемпе органĕсен, пушар хурал службин, наркотиклă хутăшсемпе тата психотроплă хатĕрсемпе суту-илÿ тăвассине тĕрĕслесе тăракан, таможня органĕсен ĕçченĕсене.

Районта çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсем тĕл пулсах тăраççĕ. 2009 çулăн виçĕ уйăхĕнче правилăсене пăснăшăн административлă майпа арестленĕ 14 водитель ĕçне пăхса тухнă, вĕсене тивĕçлипе явап тыттарнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика