15 апреля 2009 г.
Аслă Çĕрпÿел ял поселенине кĕрекен 5 ялта ĕлĕк 2 чиркÿ пулнă. Вĕсене унта пурăнакансем пуçтарăнса ĕçлесе, мĕн пултарнă таран пулăшса хăпартнă. Шел, 1930 çулсенче вĕсене иккĕшне те ишнĕ. Ваттисем каласа панă тăрăх, вĕсен вырăнĕсем паллă. Çав чиркÿсене çĕклекенсен мăн мăнукĕсем алă усса лармаççĕ.
Аслă Çĕрпÿелĕнчи Введения во Храм Пресвятой Богородицы и Приснодевы Марии чиркĕвĕн проектне 1905 çултах хатĕрленĕ. Унта 5 чан пулнă. Строительство ĕçĕсем тĕрлĕ сăлтавсене пула вăраха кайнипе ăна 1910 çулта çеç туса пĕтернĕ. Пуçараканĕсем Кашкаровсем пулнă. Нумай-нумай çул иртнĕ хыççăн, мăнмăнукĕсем чиркÿ пирки сăмах пуçарнă. «Шел, атте унта кĕрсе кураймарĕ, ун урлă масара каясшăнччĕ»,— тет А.А.Кашкаров. Вăл ялта чылайранпа пулман. Халĕ Мускав облаçĕнчи строительство компанийĕн генеральнăй директорĕ. Шăпах ун пуçарăвĕпе чиркÿ никĕсне янă та ĕнтĕ. Пĕтĕмĕшле каласан, мухтанмасăрах, Кашкаровсем чиркÿ тăваççĕ. Ял çыннисем малтан вĕсем çине ăнланмасăр пăхнă. Çапах та пулăшу пĕчĕк пулин те патне çитнĕ. Никĕс хунă чухне чылайăшĕ хутшăннă. Кирпĕч пушатма, купалама та тухнă. Тĕп ĕçсене Кашкаровсем пурнăçланă. Пурнăçланă тени тĕрĕсех те мар пулĕ, ĕçсене йĕркелесе пынă, строительство материалĕсемпе тивĕçтернĕ.
Пăхатăн та чиркÿ çине, чуна хавхалантарать. «Проекта унчченхиллех тунă. Халĕ илемсĕр пулсан, шалтан тата тултан хитрелетнĕ хыççăн пăхса ытараймăпăр»,— ĕмĕтленет Александр Аркадьевич.
— Анчах та пуçланă ĕçе вĕçлеме халăх пулăшăвĕ те кирлĕ. Ялта пурăнакансем юлашки вăхăтра ырă ĕç тунине ăнланма пуçлани палăрать,— тет В.Кашкаров, чиркÿ çинчен сăмах пуçарсан. Аслă Çĕрпÿел ялĕнче çуралса ÿснĕ, çак тăрăхра çара уран чупнă çынсем халĕ районта та, Шупашкарта та, çĕршывăн тĕрлĕ хулисенче те пурăнаççĕ. Вĕсем пулăшу парсан питĕ лайăх пулнă пулĕччĕ. Расчетлă счета пĕлтеретпĕр. Унта куçарнă укçа-тенкĕ чиркĕве шалтан тата тулашĕнчен йĕркелеме кирлĕ пулĕччĕ. «Расчетный счет прихода Введения во Храм Пресвятой Богородицы и Приснодевы Марии с.Новочелны-Сюрбеево: Батыревское ОСБ №4440, с.Комсомольское, ИНН 2108007090/ КПП 210801001, р/счет 40703810175210102016 Чувашское ОСБ №8613, г.Че боксары, к/счет 30101810300000000609, БИК 04906609».
Вăй хумасăр чиркÿ стенисем хăпармаççĕ. Ку енĕпе Елчĕк районĕнчен килнĕ строительсем тăрăшаççĕ. Вĕсене тĕрлĕ енĕпе Татьяна (Александр Аркадьевичăн мăшăрĕ), Вера Аркадьевна (казначей), Александр Любимов староста, Анатолий Кашкаров пулăшса пыраççĕ. А.Груздева, А.Волкова, Р.Артемьева, В.Белинова, О.Любимова, Л.Николаева пенсионерсем те çак пархатарлă ĕçрен пăрăнмаççĕ.
Пĕччен сурсан типсе пырать, халăх сурсан кÿлĕ пулать, тенĕ ваттисем ĕлĕкех. Ушкăнпа вăй хурсан, Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн администрацийĕ пулăшса пырсан районта тепĕр чиркÿ пулĕ. Вăл çынсене çылăхсенчен тасалма пулăшĕ, тĕрĕс мар çул çине тăрасран асăрхаттарĕ.
Источник: "Каçал Ен"