АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «ИКĔ ÇĂЛТĂР» ФЕСТИВАЛЬ

11 апреля 2009 г.

 

Çулсеренех Тăманлă Выçли вăтам шкулĕнче вĕренекенсем хушшинче тĕрлĕ конкурссем ирттереççĕ: «Мы танцоры», «Мы актеры», «Минута славы» тата ытти мероприятисене ял халăхĕ чăтăмсăррăн кĕтет.

Нумаях пулмасть кунта «Икĕ çăлтăр» фестиваль иртрĕ. Ялти культура çуртне халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. О. Андреевăпа Е.Яковлева ертсе пычĕç. Фестивальти номерсене районти культурăпа кану центрĕн методкабинечĕн заведующийĕ В.Н.Курицына, Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ Р.Н.Афанасьева, Тăманлă Выçли вăтам шкулĕн директорĕ Ю.Н.Емельянов тата унăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Э.В.Мурзаева хакларĕç. Кĕвĕ-çемĕ енчен йĕркелесе пыраканни — Я.Н.Ильин учитель.

Çак мероприятие хутшăнакансем йышлăн пулчĕç. Тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем икшерĕн юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Куракансем В.Григорьевăпа О.Зверева, К.Мурзаевăпа А.Герасимова, пĕртăван Дианăпа Дима Николаевсем, Венерăпа Никита Бархоновсем, Аннăпа Денис Надуковсем юрланă юрăсене кăмăлласа йышăнчĕç. Культура çурчĕн директорĕ Е.Н.Сорокина Владислав ывăлĕпе сцена çине тухрĕ. Вĕсене те пуçтарăннисем алă çупса хавхалантарчĕç.

Павловсен çемйи хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Любовь Васильевна 1-мĕш класра вĕренекен Снежана хĕрĕпе, Вячеслав Петрович аслă хĕрĕпе, Викăпа, çепĕç юрăсем шăрантарчĕç.

Ташăсем те пулчĕç фестивальте. В.Киргизовăпа ашшĕ, Николай Геннадьевич тутарла çаптарса тĕлĕнтерчĕç. Пуçламăш классенче вĕрентекен М.Г.Никифорова хĕресна ывăлĕпе Р.Тумаковпа пĕрле гитара каласа «Посиделки» юрă парнелерĕç.

М.Прокопьевăпа Л.Борисова, С.Тумаковпа С.Николаев, В.Павловăпа А.Емельянов, А.Сорокинпа Е.Киргизова пултарулăхне залра ларакансем лайăх хак пачĕç.

Е.Киргизова, А.Сорокин, Е.Киргизовăпа Т.Молокина акăлчанла юрларĕç.

А.Молокинпа Р.Краснов «Тухтăр патĕнче», М.Плешковпа А.Тарасов «Стройкăра», Н.Яковлевăпа А.Емельянов «Илемлĕх конкурсĕ», Л.Гавриловăпа В.Бархонова «Сак çинче» сценкăсенче хăйсене чăн-чăн артистсем пек тыткаларĕç.

А.Полякован, И,Звереван, С.Тумаковăн, К.Кириллован ташшисем чи лайăххисем пулнине палăртрĕç.

Кашни юрă, ташă, сценка валли кирлĕ тум хатĕрлеме технологи предметне вĕрентекен О.М.Николаева пулăшнă. Шăпах çав тумсемпе пĕртăван Оксанăпа Алена Поляковăсем сцена çине «Тăван кил» юрăпа тухрĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика