АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĂВАШ ЕН «НАНОСĂНЛĂ» ПУЛАСШĂН

11 апреля 2009 г.

 

Шупашкарта Раççей нанотехнологисен патшалăх корпорацийĕн гендиректорĕ Анатолий Чубайс ертсе пыракан делегаци пулнă.

Корпораци пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, сăмах, тĕрĕссипе, Раççейĕн çĕнĕ экономики пирки пырать. Çĕршыв ертÿçисем корпораци умне çакăн пек тĕллев лартнă: 2015 çул тĕлне нанотехнологисемпе çыхăннă тавар сутассине 900 млрд. тенке çитермелле. Хальлĕхе вара экспертсем (патшалăх статистики çук) ку виçе 4—5 млрд. тенкĕрен иртмест теççĕ. А.Чубайс шучĕпе çĕршыври нумай отрасль пуласлăхĕ шăпах нанотехнологисемпе çыхăннă. Вĕсем çывăх вăхăтрах çак çул çине тăраймасан пĕтесси те инçе мар. Калăпăр, авиастроени. Паян самолетсем тăвакан чи паллă компанисем производствăра нанопродукци тÿпине 40–70 процента çитереççĕ. Çавна май продукци çирĕплĕхĕ-хăвачĕ пысăк, йывăрăшĕ вара – 2–5 хут пĕчĕкрех. Космос карапĕсем тăвасси пирки те çавнах каламалла. Кашнине çывăх тема – автопром. Тĕнчери автомобильсем тăвакан тĕп компанисем çывăх çулсенчех хăйсен машинисене 200–500 килограмм чухлĕ çăмăллатасси пирки пĕлтереççĕ. Шăпах – наноматериалсемпе усă курса.

Эпир вара; «Пире никам та ун пек тума хистемест,– тенĕ Анатолий Борисович.– «Эсир компьютер, холодильник, телевизор тума пĕлместĕр – кирлĕ те мар. Тĕнче сирĕншĕн тата сире валли тăвĕ», теççĕ. Эпир вара килĕшместпĕр: пире ку тивĕçтермест».

Хальлĕхе, чăн та, мухтанмалли çукрах. Корея, сăмахран, çулталăкра 200 млрд .ытла долларлăх нанопродукци экспортпа ăсатать. Раççей тÿпи – 8 миллиардлăх. Пирĕн экспортăн 85 проценчĕ тавар: нефть, газ, ытти. А.Чубайс калашле, «кунта кăларатпăр та унта кайса паратпăр – çакă пирĕн пĕтĕм экспорт». Кунашкал лару-тăрупа çырлахма юраманни куç кĕрет.

Çавна май РОСНАНО шăпах аталантармалли проектсем шырать. Чăваш Ене килни те çак тĕллевпех çыхăннă. Анатолий Борисович кунти кремни монсиланĕн производствипе, биотехнологисемпе, эндопротезированире усă куракан майсемпе çыхăннă проектсене интереслĕ тесе хакланă. Ку енĕпе «тĕп нанотехнолог» Шупашкарти фирма базальтран (металл вырăнне) строительствăра кирлĕ арматура тунине палăртнă. Унăн шучĕпе, вак-тĕвек пек туйăнакан çакнашкал технологисемех кĕтмен çĕртен Раççей шайĕнче çеç мар, тĕнче илтмелле «персе яма» пултараççĕ. Хăй вăхăтĕнче «Майкрософт» та сарайра икĕ çамрăк вак-тĕвекпе аппаланнинчен пуçланнă. Тĕнчипе паллă «Силикон айлăмĕ» те ним çук çĕртен çуралнă.

— Наноиндустри Чăваш Енĕн аталану локомотивĕ вырăнĕнче пулмалли куç кĕрет,— тенĕ республика Президенчĕ. — Тĕнче кризисран тухнă чух ку пире малалла талпăнма май парĕ. Йывăрлăхран тухнă май пирĕн чĕр тавар экономикине каялла таврăнма юрамасть. Кам халĕ наноиндустри енĕпе ытларах тума ĕлкĕрĕ — çав çĕнтерĕ. А.Чубайспа унăн специалисчĕсем кунта килни пире кризис тапхăрĕнче те пысăк проектсем пурнăçлама пулăшĕ.

Анатолий Борисович, паллах, нанотехнологисем пулăшнипе кăна çĕршыв кризисран тухаясса шанмасть — «кризис ытла та йывăр». Çапах кризис хыççăнхи Раççейĕн «наносăнлă» пулмалли пирки иккĕленмест. Çак индустри производствăна çеç пырса тивмест вĕт. Ăна аталантарни вĕрентÿ отрасльне, наукăна, ытти сферăна çĕнĕ хăват парĕ — пĕтĕмпех тачă çыхăннă. Анатолий Борисович çывăх вăхăтра Чăваш Ене корпораци специалисчĕсем тепре килессе шантарчĕ: проектсене тишкерме тăратас енĕпе пайăр тĕл пулусем, калаçусем ирттерĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика