11 апреля 2009 г.
Çак кунсенче районта çул çитменнисен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕн çумĕ Г.М.Киргизов ертсе пынă. Унта çул çитмен ачасем административлă йĕркене пăснă тĕслĕхсемпе ашшĕ-амăшне явап тыттарас тĕлĕшпе çыхăннă 3 ĕçе пăхса тухнă.
«Кирек мĕнле ачана та мул париччен ăс памалла. Чăн малтанах ăна ашшĕ-амăшĕ, учительсем тĕслĕх кăтартаççĕ. Çул çитмен ачасем преступлени ан туччăр тесен калаçусем, тĕл пулусем ирттермелле»,— терĕ ларăва хупса районти административлă комисси председателĕ Георгий Михайлович, кун йĕркине пĕтĕмлетсе.
Источник: "Каçал Ен"