08 апреля 2009 г.
Мартăн 16-мĕшĕнчен пуçласа 24-мĕшĕччен пычĕ Хырхĕрри тĕп шкулĕнче математикăпа информатика вунăкунлăхĕ. Çак вăхăтра вĕрентекенсемпе хăшпĕр ачасем тĕрлĕ конкурссемпе вăйăсем хатĕрлерĕç, ыттисем вĕсене хастар хутшăнчĕç.
Уйрăмах ачасене Р.Н.Алексеева вĕрентекен ирттернĕ «Хаваслă математиксем» тупăшу килĕшрĕ. Ку вăйăра ачасем икĕ командăна уйрăлса хăйсен тавракурăмне тĕрĕслерĕç. Вылякансемпе курса ларакансене «Заморочки из бочки» тата «Блиц-турнир» конкурссем уйрăмах кăмăла кайрĕç. Çивĕч тавракурăмлисем хушшинче Саша Федорова (7-мĕш класс), Федор Ятманов (7-мĕш класс) тата Виталий Хлебников (6-мĕш класс) пулчĕç.
Çавăн пекех ачасем В.И.Шашкин ирттернĕ математикăпа çыхăннă илемлĕ произведенисен конкурсне савăнсах хутшăнчĕç. Д.Ятманова «Геометрия» сăвва каласа парса мала тухрĕ. Вăтам классенче вĕренекен ачасем «Математика сехетне» ирттерчĕç. Унта вĕсем ваксен историйĕпе паллаштарчĕç тата «Вуншарлă ваксем» инсценировкăна кăтартса пачĕç.
Мартăн 23-мĕшĕнче ачасене компьютерпа ÿкерес конкурс кĕтрĕ. Хĕрÿ кĕрешÿре 7-мĕш класра вĕренекен Катя Ятманова çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Унăн «Уйăх тухнă каç» ÿкерчĕкĕ пурне те тыткăнларĕ. Аслă классенче вĕренекенсем эрнипех презентацисем хатĕрлерĕç. Чылайăшне Л.Ершовăпа М.Федорова хатĕрленĕ «Пирĕн енчи тискер чĕрчунсем» презентаци килĕшрĕ. 9-мĕш класра вĕренекен А.Белков вара тантăшĕсене компьютер историйĕпе паллаштарчĕ.
Вунăкунлăхра Пĕтĕм тĕнчери «Кенгуру – 2009» математика вăййи иртрĕ. Пирĕн шкултан ку вăййа 29 ача хутшăнчĕ. Уйрăмах 7-мĕш класс ачисем йышлăн пулчĕç. Кĕçĕн классем те вĕсенчен юлмарĕç.
Источник: "Каçал Ен"