АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТЕЛЕФОНСЕМПЕ АСĂРХАНУЛЛĂ ПУЛМАЛЛА

08 апреля 2009 г.

 

Юлашки çулсенче, мобильнăй çыхăну аталаннă вăхăтра, кĕсье телефонĕсемпе усă куракансен йышĕ палăрмалла ÿссе пырать. Çакă телефонсем вăрлассипе çыхăннă преступленисен шутне ÿстерчĕ. ХХI ĕмĕрĕн пĕрремĕш çулĕсенче кĕсье телефонĕсене йăкăртнă тĕслĕхсене ытларах чухне Шупашкарта регистрациленĕ пулсан, хальхи вăхăтра кун евĕр преступленисене республикăри районсенче те шута илеççĕ. Çавăн пекех пирĕн районта та. Кунсăр пуçне çакна палăртса хăвармалла: юлашки вăхăтра, кĕсье телефонĕсемпе анчахрах усă курма пуçланă çулсемпе танлаштарсан, районти халăхăн пурнăç шайĕ ÿснипе çул çитмен çамрăксенне (шкулта вĕренекен ачасенне) телефон вăрланă тĕслĕхсем пур. Çавăн пекех çул çитмен çамрăксем кĕсье телефонне хăйсем çухатнă фактсене те регистрациленĕ. Акă, 2008 çулта кĕсье телефонĕ вăрланă 8 тĕслĕх тата çак япалана çухатнă 11 факт пулни паллă. Асăннă фактсен тĕрĕслев материалĕсене пăхса тухни тата тишкерни ытларах чухне хуçисем айăплă пулнине çирĕплетеççĕ. Вĕсем хăйсен пурлăхĕпе явапсăр тата тимсĕр пулни çак инкек патне илсе çитернĕ. Нумай чухне çынсем хăйсен телефонĕсене ÿсĕрле çухатаççĕ, ăçта çухатма пултарнине те ас тумаççĕ. Çул çитмен ачасем çак япалана çухатнинче ашшĕ-амăшĕн айăпĕ те пур. Вĕсем ачисене хаклă аппаратсем туянса параççĕ, анчах та унпа епле усă курмаллине тата ăна мĕнле упрамаллине ăнлантармаççĕ. Телефон тетте мар, çыхăну хатĕрĕ пулнине асăрхаттармаççĕ.

Кирек хăш шкулта та вĕренекенсенчен чылайĕшĕн кĕсье телефонĕ пуррине куратпăр. Вĕсен хăйсен телефон пуррине, мĕн хак тăнине, унпа мĕн тума май пуррине уççăнах палăртма юрамасть. Çак хăтланупа телефонсăр ачасене хăйсен юлташĕсен тата пĕр класра вĕренекенсен çыхăну хатĕрне вăрлама хистеççĕ.

Вăрланă тĕслĕхсене уçассипе тимленĕ чухне те йывăрлăх сиксе тухать. Йĕркене пăсакан преступлени тума хатĕрленнĕ чухне (телефон вăрлама пикеннĕ чухне те) киревсĕр ĕçсен йĕрĕсене çухатма тăрăшать. Çавăнпа та пур телефон хуçисене те харпăрлăхри пурлăхпа асăрхануллă пулма сĕнес килет. Уйрăмах çын нумай вырăнсенче сыхă пулмалла. Телефона ют çынна вăхăтлăха усă курма пама та юрамасть. «Аяккарах хурсан — çывăхрах илетĕн»,— тенĕ ваттисем. Çакна манас марччĕ, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тăвасчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика