08 апреля 2009 г.
Хамăр тавралăх историйĕ кашни çыншăн çывăх та хаклă. Тăван кĕтес çинчен пĕлни çамрăк ăрăва ăс-хакăл, воспитани парассинче пĕлтерĕшлĕ.
Çулран-çул музее экспонатсем парнелесси йăлана кĕнĕ. Кашни килтех историпе çыхăннă документсем, япаласем пур. Пăхсассăн кирлех те мар пек туйăнать, анчах та музейшĕн, хамăр район историйĕшĕн питĕ пысăк экспонат шутланать.
2008 çулта район музейне экспонатсем парнеленĕ çынсен ячĕсене асăнса хăварас килет. Комсомольскинче пурăнакан Т.И.Соколова, З.Ф.Счетчикова, Н.Пурлушкин, Киров поселокĕнчи З.И.Ефимова, Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи А.В.Табакова, Хирти Сĕнтĕрти О.В.Александрова экспонатсем парса музей фондне тата та пуянлатрĕç.
Кăçал та «Çĕр тата çынсем» музее район çыннисем тĕрлĕ экспонатсем парнелессе шанатпăр.
Источник: "Каçал Ен"