04 апреля 2009 г.
Район прокуратури суд приставĕсен ĕçне тăтăшах тĕрĕслесе тăрать. Алимент тÿлеттермелли исполнителлĕ производствăсене пăхса тухса нумай ашшĕ-амăшĕ парăмсене вăхăтра тÿлеменнине палăртнă.
Акă, Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ С.П.Алякин хăйĕн тĕпренчĕкне çулталăка яхăн алимент тÿлемен. Суд приставĕсем асăрхаттарнине çамрăк ача ашшĕ хăлхана та чикмен. Ĕçе вырнаçма тăрăшман, ĕçпе тивĕçтерекен центра кайса пăхман, учета тăма шутламан. С.Алякинăн парăм 2008 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа 2009 çулхи январь уйăхĕччен 26 пин тенке çитнĕ.
Суд приставĕсен службин дознавателĕ С.Алякин пирки РФ Уголовлă Кодексĕн 157 статйипе уголовлă ĕç пуçарнă. Иртнĕ кунсенче район сучĕ çак ĕçе пăхса тухрĕ. Парăмçăна 5 уйăх юсану ĕçĕсем туса пырса ĕç укçинчен 5 процент патшалăх хыснине хывмалла тесе йышăну кăларнă.
Приговор вăя кĕмен-ха.
Источник: "Каçал Ен"