АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЛШĂНУСЕМ ПУР

04 апреля 2009 г.

 

2002 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнчи 40-ФЗ номерлĕ «Транспорт хатĕрĕсен хуçисен гражданла яваплăхĕн обязательнăй страхованийĕ çинчен» федераллă саккунĕнче улшăнусем пулчĕç. Çак саккунпа килĕшÿллĕн, çул çинче транспортпа пулнă инкеклĕ ĕçсене ГИБДД ĕçченĕсене чĕнмесен те юрать. Анчах та кун пек тăвас тесен, транспорт инкекĕпе çыхăннă çынсен шучĕ иккĕрен иртмелле мар. Иккĕшĕн те вăйра тăракан полиссем пулмалла. Çавăн пекех никам та вилмен е суранланман пулсан, сиенĕн тăкакĕ 25 пин тенкĕрен иртмелле мар.

Çул çинче транспорт инкекĕпе çыхăннă çынсем ĕç çинчен извещени бланкĕсене çыраççĕ (вĕсене страхланă чухне параççĕ). Ун хыççăн вĕсемпе ОСАГО тăрăх укçа илме страхланă компание кайма пултараççĕ.

Çак майпа 2009 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа страхлакансем çеç усă курайĕç.

ОСАГО полисне 2009 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен илнĕ пулсан, çак процедура унчченхи пекех юлать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика