04 апреля 2009 г.
46 çул каялла РСФСРăн обществăлла йĕркелĕхе упракан органне (ун чухне шалти ĕçсен органĕсем çапла ятлă пулнă) преступленисен анлă тĕслĕхĕсемпе пирвайхи следстви производствине ирттерме ирĕк панă. Çак йышăнăва вăл вăхăтри криминаллă лару-тăрăва тата прокуратура органĕсен следстви аппарачĕсем çине ытла нумай ĕç тиеннипе çеç мар, шалти ĕçсен органĕсем следстви ĕçĕнче пуян, паха опыт пухнине те шута илсе тунă. Ку вăхăт тĕлне вĕсем пирвайхи тĕпчев (предварительное следствие) енĕпе ăнăçлă ĕçлесе пынă,
кадрсем те çирĕпленнĕ.
Шалти ĕçсен министерствин следстви подразделенийĕсем 1963 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнчен ĕçе пикеннĕ. Çапах та Раççейри пирвайхи следовательсем 1860 çултах пулнă, июлĕн 8-мĕшĕнче законпа суд следователĕн
должноçне çирĕплетнĕ. Ăна судсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă мĕнпур преступление тĕпчессине шанса панă.
Раççейри суд реформи следователь статусне тата ытларах ÿстернĕ.
Асăннă тапхăрти ĕç-хĕле пĕтĕмлетни следстви аппарачĕ Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче тĕп сыпăксенчен пĕри пулса тăнине тата вăл милицин оперативлă службисемпе пĕрле преступлени тăвассипе кĕрешес ĕçе чылай пысăк тÿпе хывнине кăтартса панă. Çак ĕçре пирĕн ентешсем те тивĕçлĕ вырăн йышăнаççĕ.
Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин следстви пайне паянхи кун ертсе пыраканĕ — Виктор Михайлович Толстов. Вăл Анат Тимĕрчкасси
ялĕнче 1955 çулхи январĕн 24-мĕшĕнче çуралнă. Шкултах вĕренÿре маттур пулнă. Саратоври юридици институтне пĕтерсе алла диплом илнĕ хыççăн, 1979 çулта следовательте ĕçлеме пикеннĕ. Йывăрлăхран хăраман Виктор Михайлович. Ăна чи кăткăс ĕçсем шанса панă. «Ĕçне кура — хисепĕ»,— теççĕ халăхра. Кĕске вăхăтра В.М.Толстов Шупашкарти Калинин районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче чи лайăх следовательсенчен пĕри пулса тăнă. 1997 çултанпа вăл ЧР шалти ĕçсен министрĕн çумĕ пулса ĕçлет. Урăхла каласан – Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн ертÿçи. Юстици полковникĕн мундирне нумай медаль, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ» паллă тата ытти наградăсем илем кÿреççĕ.
Районти шалти ĕçсен па-йĕнче следстви уйрăмĕнче нумай çул тăрăшса ĕçленĕ Валерий Николаевич Рыбаков, Валерий Тимофеевич Павлов, Владимир Анатольевич Райков тата нумай следователь пирки лайăхпа çеç асăнас килет.
Суд ĕçне хутшăнасси – питĕ пысăк яваплăх. Ăнăçлă ĕçлесе пырас тесен чăн та ăста пулмалла, кăмăл-сипет енчен те çирĕплĕх кирлĕ. Хăйсен ĕçне чунтан парăннă, кирек мĕнле лару-тăрура та хăвăрт та тĕрĕс йышăну тума пултаракан, çăмăл мар профессие суйласа илнĕ следовательсем сахал мар.
Паянхи кун преступленисене тĕпчесе уçса парас ĕçре Ринат Семигуллович Зайнуллинăн, Марина Юрьевна Евдокимован, Алексей Васильевич Свининăн тÿпи пысăк. Вĕсем хăйсен пĕлĕвне, ăсталăхне кунран-кун ÿстереççĕ.
2008 çултанпа паянхи кунччен пирĕн районти шалти ĕçсен пайĕнче следстви уйрăмне Р.Зайнуллин ертсе пырать. 2004 çулта Шупашкарти кооператив институтĕнчи юридици факультетĕнче вĕреннĕ чухнех вăл следователь пулма ĕмĕтленнĕ. 2003 çулта çамрăк студент практикăра чухне мана хăйĕн пĕлĕвĕпе тĕлĕнтернине астăватăп-ха. Вăл вăхăтрах пысăк тĕллевлĕ çамрăк маттур та пултаруллăччĕ. Асăннă институтран вĕренсе тухсан, Канаш хулинчи шалти ĕçсен пайĕнче следовательте тăрăшнă. Практикăра çирĕпленнĕскер, йывăрлăхран хăраман вăл. Çамрăк аслă лейтенанта районти следстви уйрăмне ертсе пыма шаннă.
М.Ю.Евдокимова — районти следстви уйрăмĕнче пĕртен -пĕр хĕрарăм-следователь. Вăл тĕрлĕ категориллĕ ĕçсем тĕпчет. Хисеплеççĕ ăна ĕçтешĕсем.
А.В.Свинин пирки те коллективра ырă ят çÿрет. Следстви ĕçне вăл саккун ыйтнă пек объективлă та тĕплĕ, пур енлĕ те тарăннăн тишкерсе тăвать.
Следстви уйрăмĕн ĕçченĕсем район прокуратурипе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Çакă та пысăк пулăшу парать вĕсене.
Шалти ĕçсен органĕсенче следстви аппаратне туса хунăранпа 46 çул çитнĕ май, тĕрĕслĕхпе чăнлăх çиеле тухтăр тесе ĕçленĕ тата паянхи кун та ырми-канми çак ĕçре тăрăшакансене ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, телейпе ăнăçу сунатăп.
Источник: "Каçал Ен"