04 апреля 2009 г.
Район прокуратурин ĕçченĕсем шкул автобусĕсемпе ачасене илсе çÿремелли йĕркене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Çĕнĕ Мăрат тата Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕсенчи автобуссен техника тĕрĕслевĕ витĕр тухмалли вăхăчĕ иртнĕ. Хырай Ĕнел, Нĕркеç вăтам, Хырхĕрри тĕп шкулĕсенчи ачасене леçмелли тата илсе килмелли транспорт хатĕрĕсем çинчи аптечкăсенче пахалăх енчен тивĕçтермен эмелсем пулнă. Урмаел вăтам шкулĕн автобусĕ уçă çĕртех ларать. Ятарлă гараж çукки транспорт хатĕрне вăхăт çитмесĕрех юрăхсăра кăларма пултарать. Шурут вăтам шкулĕнче ачасене илсе çÿрес енĕпе пысăк кăлтăксем тупса палăртнă. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, транспорт хатĕрĕ çинче хăрушсăрлăх пиçиххийĕ пулсан унпа çыхăнмалла. Тĕрĕслев вăхăтĕнче вара Шурут вăтам шкулĕн ачисем унпа усă курмасăр ларса пынине палăртнă.
Шел пулин те, шкул автобусĕсем пур çĕрте транспорт хатĕрĕн ĕмĕрне вăрăмлатас тесе çителĕксĕр ĕçлени курăннă. Айăплисене, автобуса рейса кăларса яракансене тата водительсене асăрхаттарнă, административлă майпа явап тыттарнă. Шкул директорĕсене çитменлĕхсене пĕтерме мерăсем йышăнма хушнă.
Источник: "Каçал Ен"