04 апреля 2009 г.
Иртнĕ кунсенче район пуçлăхĕн Г.Волковăн кабинетĕнче преступноçпа, наркоманипе кĕрешессине лайăхлатмалли çул-йĕрсене палăртса канашлу пулчĕ. Унта район прокурорĕ В.Гришин, шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн ĕçĕсене тăваканĕ А.Левый, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн специалисчĕ Ф.Матросова, тĕп больницăн врач-наркологĕ Л.Ярышева тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Пирĕн районта 2008—2009 çулсем валли наркоманипе хирĕç кĕрешес программăпа çирĕплетнĕ мероприятисене те сÿтсе явнă.
Источник: "Каçал Ен"