АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СРОКРАН ТУХНĂ МОРОЖЕНĂЙ СУТНĂ

04 апреля 2009 г.

 

Хисеплĕ вулаканăм, каласамччĕ, магазинта ĕçме-çиме туяннă чухне ун срокĕ хăçан тухассине яланах пăхатăн-и? «Пăхатăп» теекен сахал пуль тесе шутлатăп. Çакăнпа усă кураççĕ те сутуçăсем. Тавар туянакансене срокран тухнă япала ним мар тыттарса яраççĕ. Çакна район прокуратури Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территориллĕ пайĕпе пĕрле суту-илÿ точкисенче ирттернĕ тĕрĕслевсем те çирĕплетеççĕ. Суту-илÿ предприятийĕсенче санитарипе эпидемиологи правилисене епле пăхăннине, апат-çимĕç продукчĕсем мĕнле условисенче упранни çине тимлĕх уйăртăмăр. Комсомольски райповĕн Асанкассинчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕнче срокран тухнă тавар сутнине тупса палăртрăмăр. Тĕрĕслев кунĕ тĕлне тĕрлĕ ятлă 120 штук мороженăйăн сутмалли вăхăчĕ иртнĕччĕ (хăшĕн иртнĕ çулхи ноябрьте-декабрьте, теприсен — кăçалхи январьте е мартăн 1-мĕшĕнче).

Комсомольски райповĕн Хырхĕрринчи куллен кирлĕ таварсен лавккинче те çакнашкалрах ÿкерчĕкпе тĕл пултăмăр. Кунта 300 грамлă «Холодное сердце» ятлă пылак пăрăн сутмалли вăхăчĕ 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчех тухнăччĕ.

Асăннă магазинсенчи срокран тухнă тавара сутма чарнă. Заведующисем тĕлĕшпе вара РФ Административлă кодексĕн 14.4 статйине пăснă пирки ĕç пуçарнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика