01 апреля 2009 г.
Таврари тирпей-илем хамăршăн тетпĕр... Анчах та çак илеме хамăрах пĕтеретпĕр мар-и? Акă, И.А.Кабалин ячĕллĕ микрорайонта çуран çÿрекенсем валли ятарласа тротуар сарчĕç, саксем лартса пачĕç. Çÿреме меллĕрех те çутăрах пултăр тесе хунарсем лартрĕç. Епле хитре курăнаççĕ вĕсем. Çынсем те пурте кăмăллă.
Шел, такама хунарсен çути ки-лĕшмен. Ĕнер, мартăн 31-мĕшĕнче, ултă хунара çĕр çине иле-иле хунă. Çав çÿллĕшĕнчи хунарсене хывма вăй-хал та кирлех. Паллах, ĕçе пĕччен пурнăçламан. Тен, вĕсене асăрхакансем те пулнах пулĕ... Кама чăрмантарнă-ши хунарсем? Е вĕсен çути пурăнакансен кăмăлне кайман? Тупсăмне тупма тивет. Ку енĕпе районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем ĕçе пуçăннă.
Источник: "Каçал Ен"