01 апреля 2009 г.
Мартăн 30-мĕшĕнче район администрацийĕ çумĕнчи санитарипе эпидемиологи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче палăртнă икĕ ыйтăва сÿтсе явса йышăну кăларчĕç комисси членĕ сем.
Пĕрремĕш ыйту — районта уртаракан чиртен асăрханмалли мерăсем çинчен. Чăваш ялĕ нихăçан та йытăсăр пурăнман. Этемшĕн яланах тус шутланнă тăватă ураллă çак чĕрчун. Анчах юлашки вăхăтра вĕсем тивĕçсĕр ĕрчесе кайса çынсене инкек кÿме пуçларĕç: тапăнаççĕ, çыртаççĕ. Вĕсем хушшинче вара уртаракан чирпе чирленисем те пулма пултараççĕ. Çак чир кайран çынна лекес хăрушлăх пысăк. Çапкаланса çÿрекен йытăсен шутне чакарас тесе мĕнле ĕçсем туни çинчен Комсомольски, Шурут, Урмаел ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем П.Силивестров, А.Алексеев тата М.Зайнуллин каласа пачĕç. Чĕрчунсемпе выльăх-чĕрлĕхсен чирĕсемпе кĕрешекен Комсомольскинчи станцин тĕп врачĕ Р.Велимухаметов уртаракан чир енĕпе республикăра тата районта епле лару-тăру пулни çинче чарăнса тăчĕ. Иртнĕ çул Чăваш Енре уртаракан чире 35 хут регистрациленĕ. Çак шутран 13-шне Канаш районĕнче тупса палăртнă, кÿршĕллĕ Йĕпреç районĕнче те пулнă ун пек тĕслĕхсем. Пирĕн районта вара чирлĕ тилĕ ял хушшине килсе кĕнĕ. Килти пĕр выльăх (Шурут Нурăс ялĕнче) чирленине тупса палăртнă. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа çеç уртаракан чире республикăра 16 шута илнĕ. Ветеринари ĕçченĕсем выльăхсене, çынсене, килти чĕрчунсене чиртен упрас тесе йытăсене вакцинăлаççĕ. Çак вăхăт тĕлне 1689 йытта эмелленĕ.
Районти тĕп больницăн врач-инфекционисчĕ Н.Михайлова хăйĕн сăмахĕнче 2008 çулта йытă çыртнă 45 çын больницăна пулăшу ыйтма пынине каларĕ.
Тĕнчере анлă сарăлса пыракан чи хăрушă чирсенчен пĕри — СПИД. «Сывлăх» наци проектĕнче «ВИЧ-инфекцинчен асăрханмалли профилактика мелĕсем» программа ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн районта та тĕрлĕ ĕç туса ирттереççĕ: медицина ĕçченĕсем ĕç коллективĕсенче, шкулсенче калаçусем йĕркелеççĕ, хаçата статьясем çыраççĕ, юн илсе тĕпчеççĕ тата ытти те. Хальхи вăхăтра пирĕн районта ВИЧ-инфекци ертнĕ 7 çын, 1 наркоман шутланать. Надежда Николаевна каланă тăрăх, вĕсем пропискăпа çеç пирĕн районта шутланаççĕ, урăх çĕрте пурăнаççĕ иккен. Çак хăрушă та каварлă чире çаклатас мар тесен кашнинех хăйне йĕркеллĕ тытмаллине, наркотикла япаласемпе иртĕхмелле марри çинчен аса илтерчĕ тухтăр.
Лару ĕçне комисси председателĕ Г.М.Киргизов, Роспотребнадзорăн Патăрьел районĕнчи территориллĕ уйрăмĕн специалисчĕ Н.М.Сергеева пĕтĕмлетрĕç.
Источник: "Каçал Ен"