01 апреля 2009 г.
Апрелĕн 27-мĕшĕнче, йăлана кĕнĕ йĕркепе, районти водительсен пĕрлехи пухăвĕ иртрĕ. Ăна шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕ район администрацийĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Пуху культурăпа кану центрĕнче иртрĕ.
Унта предприятисемпе организацисенчен, колхозсенчен килнĕ водительсем, специалистсем, инженерсем хутшăнчĕç. Çавăн пекех харпăр хăй транспорчĕн хуçисене чĕннĕ.
Чи малтанах районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Н.А.Райков çулсем çинчи лару-тăрупа паллаштарчĕ, малашнехи тĕллевсем çинче чарăнчĕ.
«Руль умне ларсан асăрханулăх пирки пĕр çеккунтлăха та манма юрамасть. Водительсем автотранспорт хăвăртлăхне ÿстерни, çул-йĕр правилисене пăхăнманни — инкексен тĕп сăлтавĕ.
Саккун çирĕп ыйтать пулин те, водительсем руль умне ÿсĕр ларма пăрахманни тĕлĕнтерет. Инкеке лексен, чавса çывăх та çыртма çук пулса тухать. Çул çине тухсан çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнăр, хăвăртлăха ан ÿстерĕр»,— терĕ Николай Анатольевич.
Доклад хыççăн ĕçлĕ сĕнÿсемпе район прокурорĕ В.А.Гришин калаçрĕ. Вăл Уголовлă Кодексăн 264 статйине кĕртнĕ улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех пухăва Канашри автотранспорт инспекцийĕн аслă инспекторĕ О.В.Андриянов, патшалăх техника надзорĕн районти тĕп инспекторĕ С.Н.Кокарев, «Росгосстрах-Атăлçи» страхлакан компанин Комсомольскинчи уйрăмĕн менеджерĕ В.А.Громов хутшăнчĕç.
Районти нумай водитель ГИБДД уйрăмĕн Хисеп грамотисемпе чыслă парнисене тивĕçрĕ.
Ĕçре маттур та пултаруллă Р.Ш.Халитов, Н.В.Волженко, Н.К.Тихонов, Л.Р. Ильин, Н.Р.Садыков, В.Г.Денисов, И.И.Краснов водительсем Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин Хисеп грамотисене илме тивĕçлĕ пулчĕç.
Пуху ĕçне район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков пĕтĕмлетрĕ, пурне те ăнăçу, çул çинче яланах симĕс çутă сунчĕ.
Источник: "Каçал Ен"