25 марта 2009 г.
Мартăн 23-мĕшĕнче район пуçлăхĕ Г.Волков кризиса хирĕçле йĕркеленĕ ведомствăсен комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Тĕп калаçу ĕç рынокĕнчи лару-тăру тавра пулнă. Ку енĕпе «Халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен центр» патшалăх учрежденийĕн директорĕ Н.В.Антонов тухса калаçнă. Район пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи лару-тăрупа паллаштарнă. Тĕпрен илсен, вăл уй-хирте ĕçлемелли техника туянасси çинче чарăнса тăнă. Юлашки вăхăтра хăйсен укçи-тенкипе «Луч» ял хуçалăх кооперативĕ, «Слава картофелю», «Комсомольские овощи» агрофирмăсен машинăпа трактор паркĕ пуянланнă. Ку енĕпе ытти хуçалăхсем те ĕçлеççĕ. Çавăн пекех çĕрулми туса илмелли комплекссемпе, тĕштырă акмалли сеялкăсемпе тата ытти çĕнĕ йышши техникăпа пуянланни те ĕçре пысăк пулăшу панă пулĕччĕ.
Ларура тата ытти тĕрлĕ çивĕч ыйтусене те пăхса тухнă.
Источник: "Каçал Ен"