14 марта 2009 г.
Çĕр çинче пурăнакан кашни çемьех хăйĕн ачи-пăчине лайăх пăхса, çитĕнтерсе халăха, çĕршыва юрăхлă çын тăвасшăн. Вĕсен пурнăçĕ ăнса пырсан, ашшĕ-амăшĕ, паллах, савăнать, мĕн те пулин сиксе тухсан пĕрле кулянать, пăшăрханать.
Çĕнĕ Шăхранта пурăнакан Тихоновсем, Людмила Мефодьевнăпа Анатолий Павлович, икĕ ывăл, пĕр хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хĕрĕ вĕрентекен профессине алла илнĕ, шкулта ĕçлет.
Икĕ ывăлĕ те çар тивĕçне Чечен республикинче пурнăçланă. Сăмаха Александр ывăлĕ çинчен пуçарас килет. Вăл 1973 çулта çуралнă. Шкулта вĕреннĕ. Вун саккăр тултарсан çар ретне тăнă. Чи малтанах Балти тăрăхĕнче десантник пулма хатĕрленĕ вĕсене. Ун хыççăн кĕçĕн сержанта шăпа ту çинчи Карабаха илсе çитернĕ. Александр Абхазири, Гудаутăри çар чаçĕсенче те службăра тăнă. Чечен республикинче лару-тăру çивĕчленсен салтаксене унта яраççĕ.
— Пĕр кун та иртмен ывăл пирки пăшăрханмасăр. Çырусем илсен кăштах çеç лăпланаттăм. Яланах çутă малашлăх пирки ĕмĕтленнĕ,— аса илет Людмила Мефодьевна.
Çапла, ывăлĕ таçта инçетре пулсан та амăшĕн чунĕ унпа пĕрле пулнă. Ывăлĕ службăран тĕрĕс-тĕкел таврăнасса шаннă.
Александр хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă ывăлĕшĕн ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем паянхи кун та савăнаççĕ, унпа мухтанаççĕ. Маттур салтак çарти пултарулăхшăн нумай наградăна, хисепе тивĕçнĕ. Тĕслĕхрен, 1995 çулта ăна «Милици отличникĕ» паллăпа чысланă. Çак çулах Грозный хулин оперативлă штабĕ ăна Хисеп грамоти панă. 2000 çулта аслă сержант «Службăра палăрнăшăн» паллăна тивĕçнĕ. Çавăн пекех Александр «Çурçĕр Кавказри çапăçу ветеранĕ» паллăна, «Обществăри йĕркелĕхе сыхлас ĕçре палăрнăшăн», «Çар службинчи паттăрлăхшăн» медальсене тата ытти нумай наградăна тивĕçнĕ. Александр Анатольевич — мухтава тивĕç ентеш. Халĕ вăл çемьеллĕ. Шупашкар хулинче тĕпленнĕ.
Унăн паттăрлăхĕ çамрăк ăрушăн тĕслĕх вырăнĕнче пултăр.
Источник: "Каçал Ен"