14 марта 2009 г.
Районти сĕт-çу фермисенче сăвăм ÿснĕ. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсем талăкра кашни ĕнерен 13,5 килограмм сĕт суса илеççĕ. Иртнĕ çул ку кăтарту 11,7 çеç пулнă. Сăвăм «Рассвет», «Победа», «Восток», «Асаново» хуçалăхсенче аван. «Турхан» ял хуçалăх кооперативĕнче 4,2 килограмм чухлĕ çеç ĕнесем сĕт антарни лайăх-ши; Малта пыракан хуçалăхсенче ку отрасльпе ăнăçлă ĕçлеççĕ, тупăшне те кураççĕ. Выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлени пысăк продукци илме май парать.
Источник: "Каçал Ен"