14 марта 2009 г.
Кризис сиенлĕхне чакарас, ĕçсĕр çынсене хушма пулăшупа тивĕçтерес тĕллевпе РФ Правительстви «Раççей Федерацийĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен» саккун йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче те ĕçсĕр юлнисене пулăшас тĕллевпе программа хатĕрленĕ. Тĕнчери рынок кризисĕн йывăрлăхне сирес, ĕçсĕр юлнисене пулăшас тĕллевпе, халăха ĕçпе тивĕçтерессинчи çĕнĕ улшăнусемпе паллаштарма Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба начальникĕн çумĕ Т.А.Аскарова иртнĕ эрнере районта пулнă.
Чăваш Республикинче 2009 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерессипе хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программа хатĕрленĕ, ăна çирĕплетнĕ. Çак программа предприяти-организацисенче кадрсене упраса хăварма, вĕсен квалификаци шайне ÿстерме, çавăн пекех бизнеса кирлĕ пек аталантарма условисем тума пулăшĕ.
Т.А.Аскарова ĕçсĕр юлнисене паракан пособи виçисемпе паллаштарнă. Çапла вара федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн ĕçсĕр юличченхи 12 уйăхра 26 эрнерен кая мар ĕçленĕ пулсан, пособи виçине юлашки ĕç вырăнĕнчи 3 уйăхри вăтам ĕç укçине шут илсе процентпа çирĕплетеççĕ.
2009 çул валли çакăн пек виçесем çирĕплетнĕ: пособин чи пысăк виçи — 4900, чи пĕчĕкки — 850 тенкĕ.
Çавăн пекех канашлăва районти тĕрлĕ учрежденисемпе организаци пуçлăхĕсем хутшăннă. Татьяна Анатольевна ертÿçĕсене вакансисене пăхса тухса ĕçлев ыйтăвĕсемпе вăхăта сая ямасăр тăрăшма чĕнсе каланă. Çавна май ĕçсĕр çынсене пулăшас тĕллевпе çине тăрсах ĕçлемелле, республикăра йышăннă ĕçлев программисене пурнăçа кĕртмелле.
Юлашкинчен районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Н.В.Антонов, район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков тухса калаçрĕç, пĕтĕмлетÿсем турĕç. Ĕç шыракансене пулăшма шантарчĕç.
Источник: "Каçал Ен"