11 марта 2009 г.
Районта халăха социаллă пулăшу парас енĕпе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Виçĕ çĕрте ваттисен çурчĕ пур. Вĕсене çутçанталăк газĕ, телефон, шыв кĕртнĕ. Пĕр сăмахпа каласан, хăтлă.
«Ветерансем çинчен» федераллă саккуна пурнăçа кĕртме чылай тăрăшнă. ЧР Социаллă пулăшу тата сывлăха сыхлас ĕç министерстви урлă ветерансене санаторисенче тата курортсенче сывлăха çирĕплетме 17 путевка уйăрнă. Патшалăх хăй умне лартнă тĕллевсене пурнăçланă. Иртнĕ çул 31 çын автомашинăллă пулнă, 2-шĕ укçа-тенкĕ енчен компенсаци илнĕ.
Источник: "Каçал Ен"