11 марта 2009 г.
Мартăн 8-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче, çулленех пирĕн районта пурăнакансем Вырăс хĕлне савăнăçлă лару-тăрура ăсатаççĕ. Хальхинче те уяв хаваслă иртрĕ. «Кĕтне» кафе умĕнчи площаде халăх йышлăн пухăнчĕ. Йĕри-тавра лавккасем, предпринимательсем уява килнисене хăйсен таварĕсене сĕнчĕç.
Савăнăçлă уява район пуçлăхĕ Г.Волков уçрĕ. Вăл пуçтарăннисене ăшă сăмахсем каларĕ, яланах хастар пулма, паян ĕнерхинчен лайăхрах ĕçлесе пурăнма ăнăçу сунчĕ.
Комсомольски райпо совечĕн председателĕ Е.Карпеев та салам сăмахĕ каларĕ, яланах пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме, йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе çитĕнÿ тума сĕнчĕ.
Вăхăтлăх сцена çине ялсенчен килнĕ художествăлла пултарулăх коллективĕсем пĕрин хыççăн тепри тухрĕç. Кăмăла çĕклекен юрă-кĕвĕ янăратрĕç. Программăна Александровка ял поселенийĕнчен килсе çитнĕ юрăçсем «Дело было в городке» ятлă юрăпа уçрĕç. Вĕсемех юрланă «Красна девушка к речке ходила», «Анне», «Çурхи чечексем» юрăсем те куракансене килĕшрĕç. Хирти Сĕнтĕр, Комсомольски ял поселенийĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем сцена çине тухса «Килсем, тăванăм», «Пирĕн тăвансем», «Юратса пурăнмалла», «Ой, калина, ой, малина», «Çуралнă кун», «Айтăр юрлар-и;», «Анне, эсĕ ир тăран» ятлă юрăсем парнелерĕç.
Хырхĕрри ял поселенийĕн художество пултарулăх ушкăнĕ «Яра пар», «Çуркунне», «Курас килет», «Солнечная капель» юрăсемпе уява килнисен чĕрисене тыткăнларĕ. Çак маттур та тăрăшуллă çынсем ĕçре те хастар, юрра-ташша та ăста.
Урмаел, Кайнлăк ял поселенийĕсенчи юрăçсен ушкăнĕсем тутар халăх юррисене шăрантарчĕç.
Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕ уява килнисене «Ту-ту», «Килсе кĕчĕ çуркунне», «Лашисене шăварнăччĕ» ятлă юрăсем парнелерĕ.
Елена Гордеева юрăç пирки куракансем «Чăн-чăн эстрада çăлтăрĕ» тесе каларĕç. Çапла, çак пултаруллă çынсăр районти пĕр концерт та иртмест. Вăл юрланă хыççăн уяврисем тав туса чылайччен алă çупрĕç.
Çÿçеллĕ тутăрсем çыхнă пикесемпе хĕрарăмсем çак уява сăн кĕртрĕç. Райпо системинче ĕçлекен сутуçăсем пурне те тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç. Шашлăк кăмăллакансем техĕмлĕ апат тутанчĕç. Тутлă икерчĕ те пулчĕ уявра. Пуçтарăннисем ытларах чечексем туянни кăмăллă. Ватти-вĕтти те уявра тулли кăмăлпа савăнчĕ.
Çак кун юрă-ташăпа кăна мар, спорт уявĕсемпе те пуян пулчĕ.
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн спортзалĕнче волейбола юратакансен 7 команди тупăшрĕ. Кунта вара Нĕркеç ялĕн спортсменĕсем чăннипех те маттур пулнине палăртса хăварас килет. Хĕрÿ тупăшура нĕркеçсем пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç. «Химик» тата Комсомольски ял поселенийĕн командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.
Сĕтел çинче теннисла выляссипе В.Кольцов вăйă хыççăн çĕнтерÿçĕсен пьедесталĕн пĕрремĕш картлашкине хăпарчĕ.
Уява килнисем кире пуканĕ йăтса ăмăртакансене те пăхса савăнчĕç. В.Калашников (Комсомольски) — пĕрремĕш, Р.Насриев (Урмаел) тата А.Ложков (Шурут) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.
Шашкăлла вылянă çĕрте те халăх йышлăччĕ. Çак тупăшура малти вырăнсене Н.Индюков, А.Мамуткин, В.Голубев (пурте Комсомольскинчен) тивĕçрĕç. Арçынсем алă вăйĕ виçнĕ çĕрте те хĕрÿ тупăшрĕç. Çак ăмăртура чи вăйли А.Зарипов (Урмаел) пулчĕ. К.Степановпа (Хирти Сĕнтĕр) А.Зарипов (Урмаел) иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем пулса тăчĕç.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ иртрĕ. Командăсем хушшинче Асанкасси спортсменĕсем малти вырăнсене йышăнчĕç. Тăманлăвыçлисем — иккĕмĕш, аслăчурачăксем — виççĕмĕш пулчĕç. Кĕрешÿре палăрнисене хушаматран асăнас килет. Вĕсем пурте кавир çинче хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç, çĕнтерÿшĕн çине тăчĕç. 40 килограмлă виçере С.Шкаблев (Комсомольски) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. 46 килограмлисем хушшинче А.Леонтьева (Аслă Чурачăк) çитекен пулмарĕ. 50 килограмлă виçере Е.Павлов (Асанкасси) пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмерĕ.
54, 58, 63, 69, 76 тата ытларах килограмлă виçесенче С.Данилов (Аслă Чурачăк) Р.Прокопьев (Асанкасси), Я.Крылов (Аслă Чурачăк), С.Тумаков (Тăманлă Выçли), Е.Харитонов (Асанкасси) мала тухрĕç. 82 килограмлисем хушшинче вара П.Бурмаковпа (Асанкасси) И.Зайнуллина (Тукай Мишер) çитекенсем пулмарĕç. Асăннă спортсменсем республика шайĕнче иртекен ăмăртусене те хастар хутшăнаççĕ.
Уяв пурин кăмăлне те кайрĕ.
Источник: "Каçал Ен"