04 марта 2009 г.
Çул çинче водительсен те, çуран çÿрекенсен те тимлĕ пулмалли пирки тăтăшах асăрхаттарса тăратпăр. Апла пулин те инкек-синкек сиксе тухатех. Акă, кăçал çеç 3 авари пулнă. Унта 5 çын пурнăçĕ татăлнă, 2-шĕ сусăрланнă. Икĕ уйăх вĕçленнĕ çеç-ха, çул çинче йĕркелĕхе пăснă 1 пин ытла тĕслĕхе тупса палăртрăмăр. Ку водительсене те, çуран çÿрекенсене те пырса тивет. Акă, февралĕн 24-мĕшĕнче Шурут ялĕнче Комсомольскинче пурăнакан К. 7 çулхи ачана таптанă. Ку лару-тăрура шофер та, арçын ача та тимлĕ пулман. Çавăнпах инкек сиксе тухнă та.
Водительсем, руль умне урă пуçпа ларăр, тимлĕ, асăрхануллă пулăр. Çуран çÿрекенсем пирки те çакнах каласшăн.
Источник: "Каçал Ен"