АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АТАЛАНУ ÇУЛĔПЕ ПЫРАÇÇĔ

04 марта 2009 г.

 

Хуçалăх аталанăвĕ, унăн малашлăхĕ кооперативра ĕçлекенсенчен килет. Вĕсем мĕнле вăй хураççĕ, продукци туса илеççĕ, çавăн пек укçа-тенкĕ те пулать. «Победа» кооператив — йывăрлăхсенче çухалса кайман хуçалăхсен йышĕнче.

Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче унта 2008 çулхи ĕçе пĕтĕмлетсе отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Пухура чи малтан «Победа» ЯХПК ертÿçи В.И.Ефремов кооператив ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Сăмах май каласан, Владимир Ильич «лава» кÿлĕннĕ чухне хуçалăхăн пысăк парăмсем пулнă. Темĕнле йывăр пулсан та, çитменлĕхсене пĕтерсе, малалла ăнтăлнă. Çав вăхăтрах парăмсене чакарас тесе тăрăшнă.

Иртнĕ çул «Победа» хуçалăх çĕр çинче тухăçлă ĕçлесе 9014 центнер тĕштырă, 1032 центнер çĕр улми тата ытти ял хуçалăх культурисем туса илнĕ. 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра 148 пуç мăйракаллă шултра выльăх пулнă. Ку вăл виçĕмçулхи кăтартуран 15 пуç ытларах. Йÿçшăхальсемпе юнтапасем ял хуçалăх продукцине те нумайрах туса илнĕ, ăна сутса таса тупăш 2890 пин тенкĕ курнă. Çакă 2007 çулхи кăтартуран 1616 пин тенкĕ ытларах. Хуçалăх правленийĕн ĕçлекенсем умĕнче шалу енĕпе парăм çук.

Председатель ĕçре пултаруллисене кашнинех хушаматран асăнчĕ. Хастар та ĕçчен çынсем çак ялсенче сахал мар. Н.Шагаров, М.Ложков, В.Федоров, К.Шмелев çĕр ĕçченĕсем пирки ырă ятпа çеç асăнаççĕ.

Пухура çавăн пекех тĕп агроном С.Кузьмин, тĕп инженер В.Лукиянов, ферма заведующийĕ З.Федорова, тĕп бухгалтер С.Лукиянова тата Р.Андреева экономист 2008 çулта пурнăçланă ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç, хăйсен отраслĕнчи кăткăслăхсемпе ÿсĕмсем çинче чарăнса тăчĕç. Малашнехи тĕллевсене палăртрĕç.

Пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.Киргизов хутшăнчĕ, ытти кооперативсен кăтартăвĕсемпе танлаштарчĕ. «Хуçалăх ура çине çирĕп тăрса пырать. Тата малалла пысăк утăмсем тума сирĕн мăйракаллă шултра выльăх пуçне ÿстермелле»,— терĕ вăл ĕçлĕ сĕнÿ парса. Çапла, «Победа» хуçалăхăн ĕçлесе çитерейменни те, усă курман резервсем те пур. Апла пулин те, вĕсем пурлăх никĕсне çирĕплетсе пыраççĕ, çĕнĕ техника туянаççĕ.

Сăнав комиссийĕн доклачĕпе унăн председателĕ Г.Андреев тухса калаçрĕ. Панă ыйтусем çине уçăмлă хуравларĕ.

Ĕçченсем «Победа» кооператива малашне те ертсе пыма В.Ефремовах суйларĕç.

Юлашкинчен юрă-ташă ăстисем килнĕ çынсене концертпа савăнтарчĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика