АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «ЭПИР ĔÇЧЕН, ПУЛТАРУЛЛĂ, МАТТУР»,

04 марта 2009 г.

 

— çаплах калас килет районăн 70 çулхи юбилейне анлă та илемлĕ уявланă хыççăн. Мухтанса мар, кунта пурăнакансем чăннипех те маттур пулнăшăн. Вăхăтра ĕçлеме, канма, савăнма та пĕлетпĕр. Районăн 70 çулхи юбилейне паллă туни кашни çыншăнах уяв пулчĕ. Çавăнпах февралĕн 28-мĕшĕнче, юбилей кунĕнче, культурăпа кану центрне халăх йышлă пухăннинчен тĕлĕнме те кирлĕ мар пулĕ. Кунта района чылай çул ертсе пынă пуçлăхсем, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен хисеплĕ çынсем, ентешсем, кÿршĕ район представителĕсем, паллă çынсемпе хăнасем килни уява татах та илемлетрĕ.

Уяв программине хăйне евĕр йĕркелени те пухăннисемшĕн кĕтменлĕх пулчĕ. Каçал тăрăхĕ епле пуçланса кайни çинчен хăшĕ-пĕри пĕлмест те пулĕ, çапах та сцена çинчен Маркки мучи каласа пани пире ĕлĕкхине аса илме, аваллăха çитме май пачĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Волков çичĕ теçетке утса тухнă тăван район çул-йĕрĕпе, унăн паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе, аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Ял хуçалăхĕнчи, суту-илÿри, социаллă пурнăçри çитĕнÿсене асăнса хăварчĕ. Район юлашки çулсенче самаях хитреленчĕ, аталанчĕ, тĕрекленчĕ. Çакна ял хуçалăх отраслĕнчи цифрăсемпе фактсем те, Аслă Чурачăк ялĕнче вăтам шкул хута кайни, Александровка ялĕнчи культура çуртне, халĕ район центрĕнчи культурăпа кану центрне модернизацилени, асфальт сарнă çĕнĕ çулсем хута кайни тата ыттисем те çирĕплетеççĕ. Иртнĕ кунсăр паянхи çук. Паянхи çитĕнÿсем тĕрлĕ çулта тăрăшнă çынсемсĕр пулман. Тăван тăрăх аталанăвĕнче вĕсен тÿпи те калама çук пысăк. Район пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакан ĕçченсене, ертÿçĕсене те асăнса хăварчĕ Геннадий Федорович. «Сирĕн тăрăшулăхсăр, ĕç-ченлĕхсĕр малалла кайма çук»,— терĕ пуçлăх.

Район çыннисене 70 çулхи юбилей ячĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Мидуков, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин, архив ĕçĕсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.Бондарев, «Чувашрегионгаз» ООО генеральнăй директорĕ, района чылай çул ертсе пынă К.Мифтахутдинов, «Кĕтне» ентешлĕх ертÿçи В.Туркай тата ытти сумлă хăнасем саламларĕç. Малашне те хăватлă аталанма, çитĕнÿсем тума сунчĕç. Çавăн пекех юбилей ячĕпе ЧР Президенчĕ Н.Федоров та телеграмма янă. «Район çулсерен хăтлăрах та илемлĕрех. Çĕнĕ, капмар çуртсем, администраци çурчĕсем, суту-илÿ точкисем кунта пурăнакансен пурнăçне пахалăхлăрах тăваççĕ. Районта ĕçчен, пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем тăван тăрăх тасалăхĕшĕн, хăтлăхĕшĕн тăрăшаççĕ те»,— тенĕ унăн саламлă çырăвĕнче. Савăнăçлă уявра районти пултаруллă ĕçченсене палăртса хăварни те вырăнлă пулчĕ. Сăмахран, район больницин тĕп врачĕ М.И.Федорова «ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ», «Слава картофелю» агрофирма ĕçченĕ В.А.Пудовкин «ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ятсене тивĕçрĕç. Хырхĕрри ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Н. Воробьев 2008 çулта пысăк кăтартусемпе ĕçленĕшĕн «Чи лайăх ял поселенийĕн пуçлăхĕ» ята тивĕçме пултарчĕ. Пирĕн тăрăхра калама çук маттур çынсем пурăнни çинчен иккĕленме кирлĕ мар. Вĕсем чыс-хисепе тивĕçнĕ те.

Çак кун культура центрĕ çав тери хăтлă та илемлĕ пулнине кашниех çирĕплетме пултарать. Сцена çинчи хитрелĕх чыла-йăшне тĕлĕнтерчĕ те пулĕ. Мĕн чухлĕ кĕтменлĕхпе, çĕнĕлĕхпе савăнма пултарчĕç район çыннисем. Юбилей кунĕ тĕлне район историйĕн энциклопедине çырса хатĕрлесе пичетлени те пысăк çитĕнÿсенчен пĕри мар-и вара; Уява килнисем фойере йĕркеленĕ презентацие те кăсăклансах пăхрĕç. Халĕ энциклопедие алла илсех паллашма май пурришĕн савăнатпăр. Каçал тăрăхĕнче тĕрлĕ халăх килĕштерсе, пĕр йышри пек пурăнать. Сцена çинче чăваш, вырăс, тутар халăхĕсен юррисем шăранни пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Фольклор ушкăнĕсем, эстрада юрăçисем, районти искусство шкулĕн ташăçисем çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕç. Чăваш халăх артисчĕ В.Адюков, Аслă Чурачăк хĕрĕ, паллă эстрада юрăçи А.Просвирнова сцена çине тухни те куракансене хавхалантарчĕ. Çак кун пурĕ 188 артист халăха савăнтарчĕ. Вĕсен шутĕнче, паллах, культура ĕçченĕсем те, ачасем те, аслă ăрури çынсем те пур. Пуçласа сцена çине тухакан çамрăк ташăçăсене залра ларакансем еплерех хапăлласа йышăнчĕç. Вĕсем — район пуласлăхĕсем. Александровка, Асанкасси, Шурут, Урмаел, Комсомольски ял поселенийĕсенчен килнĕ коллективсене те палăртса хăвармалла. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени çак кун пысăк концертпа савăнтарма май панă та ĕнтĕ. Ваттисем ахальтен каламан: «Ĕçлеме пĕлекен канма та пĕлет», тенĕ. В.Курицынапа С.Просвирнов конферансьесем уяв программине килĕшÿллĕ ертсе пычĕç. Концерт вăхăтĕнчех салют яни, зала фольгаран юр пĕрчисем тăкни ĕмĕрлĕхех асра юлĕ. Район историйĕнче ылтăн саспаллисемпе çырăнĕ çак кун.

Уяв пурин кăмăлне те кайрĕ, вăл çÿллĕ шайра иртрĕ. Çакна килнĕ хăнасем те пурте палăртрĕç, вырăнти артистсем çав тери пултаруллă пулнинчен тĕлĕнчĕç. Концерта çын кăмăлне тивĕçтермелле хитре, килĕшÿллĕ йĕркелес тесе районти культура ĕçченĕсемпе яваплă çынсем чылай ĕçленĕ.

Умра — çĕнĕ ĕçсем, тĕллевсем. Вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн пурте пĕрле тăрăшса ĕçлер, çутă малашлăх пирки ĕмĕтленер.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика