АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алăкран шаккать энциклопеди

28 февраля 2009 г.

Юлашки 10—15 çулта тĕнче палламалла мар хăвăрт улшăнчĕ. Çав улшăнусенче лайăххи те пур, япăххи те сахал мар. Халăх хыпар-хăнар, информаци ытларах илсе тăма пуçларĕ. Ятарласах кĕнеке лавккине кĕрĕр-ха: йĕри-тавра словарьсем, справочниксем, энциклопедисем.

Темиçе çул каялла Чăваш Республики пĕр томлă кĕске энциклопеди хатĕрлесе пичетлерĕ. Халĕ нумай томлă энциклопедин икĕ кĕнеки вулакансем патне çитрĕ те ĕнтĕ. Республикăри нумай районăн хăйĕн энциклопедийĕ пур. Çав шутра пирĕнпе кÿршĕллĕ Елчĕк, Патăрьел, Йĕпреç районĕсем пуçаруллă пулчĕç.

Комсомольскисем те ку ĕçре кая юлса пыраççĕ тесе калас килмест. «Кĕтне» ентешлĕх Канашĕ ятарласа уйăрнă тăватă çынран тăракан ушкăн (унта В. Григорьева, Г.Ксенофонтова, П.Таллерова тата мана кĕртнĕ) виçĕ çула яхăн ывăнма пĕлмесĕр район энциклопедийĕ валли информаци пуçтарчĕ. Пирĕн ушкăна çак енĕпе пысăк опыт пухнă, район çыннисем, унăн историйĕ пирки çичĕ кĕнеке пичетлесе кăларнă Владимир Григорьев краевед ертсе пычĕ. Тава тивĕçлĕ çынсем çинчен информаци пуçтарма В.Шингалова, З.Артюшкина, В.Урослова, В.Лукина (Комсомольски), Е.Морозов (Юнтапа), Ф.Савельева (Кивĕ Сĕнтĕр), П.Архипов (Çĕнĕ Сĕнтĕр), В.Сафьянова (Чĕчкен) тата ытти вун-вун хастар пулăшрĕç.

Энциклопеди кăларасси çăмăл ĕç мар. Информаци пухса ăна йĕркеленисĕр пуçне издательствăпа çыхăнса ĕçлемелле, укçа-тенкĕ ыйтăвне татса памалла, текстсене тĕплĕн редакцилемелле. Çакна район пуçлăхĕ Г.Волков ертсе пынă редакци коллегийĕ — культура пайĕн ертÿçи В.Васильев тата районăн Шупашкарти ентешлĕхĕн пуçлăхĕ В.Туркай — активлă хутшăннипе ăнăçлă татса пачĕ.

Темиçе çул тимлесе тунă ĕç хыçа тăрса юлчĕ, Комсомольски район энциклопедийĕ Шупашкарти «Новое время» издательствăра кун çути курчĕ. Мухтанмасăр каламалла: вăл начар мар пулса тухнă. Унта чыс тата мухтав çĕнсе илнĕ пилĕк пине яхăн çын пирки информаци (персонажсем) пичетленнĕ, страницăсенче çĕр-çĕр çыннăн сăн ÿкерчĕкĕ пур. Унсăр пуçне энциклопедире районти 54 ял, социаллă объектсем, учрежденисем, паллă вырăнсем пирки статьясем, истори очеркĕсем çапăнса тухнă. Кунтах ÿсентăран тĕнчи, йăла-йĕрке, тĕрлĕ тĕлĕнтермĕш, пулни-иртни, уявсем çинчен вуласа пĕлме пулать. Кĕнекере вăрçă паттăрĕсем, ача амăшĕ-героиньăсем, нумай ачаллă амăшĕсем пирки тĕрлĕн çырса кăтартнă. Энциклопедин калăпăшĕ те пĕчĕк мар, вăл 700 ытла страницăран тăрать. Кунта тĕрлĕ сăрăллă тата хура-шурă иллюстраци те чылаях. Лайăх хут, паха хуплашка кĕнекен сумлăхне тата ÿстереççĕ. Энциклопедие тăватă пин экземплярлă тиражпа кăларма палăртнă, ăна ытларах парне вырăнне хурса салатаççĕ. Пĕр пайĕ суту-илĕве те тухмалла.

Шăпу телейлĕ пултăр, Комсомольски район энциклопедийĕ!

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика