АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿс, чечеклен, тăван ен!

28 февраля 2009 г.

 

Комсомольски районне туса хунăранпа 65 çул çитнине тин çеç паллă тунă пекчĕ. Алăк умĕнче вара – тепĕр пысăк юбилей. Тăван районăмăр кăçал 70 çулне кĕтсе илчĕ. Уяв умĕнхи кунсенче район пуçлăхĕпе Геннадий Волковпа тĕл пулса калаçрăм.

— Геннадий Федорович, малтанах 2008 çула район мĕнле кăтартусемпе вĕçлени пирки каласа парсамăрччĕ.

— Иртнĕ çул пирĕншĕн ăнăçлă пулчĕ тесех калама сăлтавсем пур. Пĕрремĕшĕ — ял хуçалăх продукцине туса илессин калăпăшĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем, вĕсем пирĕн 34, пурĕ 980 миллион тенкĕлĕх продукци илнĕ, çав шутран 132 миллионĕ — таса тупăш. Тĕштырă тата çĕрулми пысăк тухăçпа савăнтарчĕç. Çакна палăртса хăварам: «иккĕмĕш çăкăр» 1082 гектар йышăннă, ăна пурĕ 47 пин тонна пуçтарса кĕртнĕ. Çакă — халиччен курман рекорд. Район историйĕнче кунашкалли 1973 çулта çеç пулнă, ун чухне 45 пин тонна çĕрулми çитĕнтернĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те çитĕнÿсем пур, 28 пин те 722 тонна аш-какай туса илнĕ, кашни ĕнерен 4636 килограмм сĕт сунă. Çитĕнÿсемпе ĕçлекен хуçалăхсен шутĕнче — «Çĕрулмие мухтав» агрофирма, «Восток», «Рассвет» кооперативсемпе «Урожай» колхоз, ял хуçалăх потребителĕсен «НУР» кооперативĕ тата выльăх-чĕрлĕх пусса тирпейлекен «МОС ЭТ» предприяти.

Ял çыннисем хушшинче килти хушма хуçалăха аталантарма кредитсем илекен йышлă, 2008 çулта 585 çемье 95 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредитпа усă курнă.

Иртнĕ çул район халăхне тÿлевлĕ пулăшу парасси ÿснипе, пурăнмалли çурт-йĕр нумайрах хута янипе, обществăлла апатланура тата суту-илÿре тавар çаврăнăшĕ пысăкрах пулнипе палăрса юлчĕ. Уйрăмах Комсомольски райповĕ çак енĕпе ăнăçлă ĕçлет. Кунти ĕçченсем паянхипе çеç çырлахмаççĕ, ыранхи куна та курса тăма тăрăшаççĕ. Çавăнпа ÿсĕмĕсем те курăмлă. «Чăвашпотребсоюз» системи таварçаврăнăш калăпăшĕпе Раççейре иккĕмĕш вырăнта пырать пулсан, пирĕн райпо Чăваш Енри ку тытăмра малти вырăнсенчен пĕрне йышăнасса пĕртте иккĕленместĕп. Шел пулин те, промышленноç предприятийĕсем малтанхи çулсенчен япăхрах ĕçленĕ.

Район бюджетне пуçтарас тата тăкаклас енĕпе. 2008 çулта районти пур шайри бюджета (консолидированный) 293 миллион та 300 тенкĕ пырса кĕнĕ пулсан, çак шутран 78 миллионĕ — хамăр илнĕ тупăш. Ку эпир хамăрăн укçа çине куçса пынине пĕлтерет.

Районта вăтам ĕç укçин виçи 7819 тенкĕпе танлашнă (ноябрь уйăхĕн кăтартăвĕ), ку 2007 çулхи çак тапхăртинчен 13 процент ытларах. Савăнмалли тепĕр сăлтав — демографи лару-тăрăвĕ лайăхланма пикенни. Пĕлтĕр малтанхи çулхинчен çут тĕнчене 30 ача ытларах килнĕ, çуралакансен шучĕ вилнисенчен 10 çын нумайрах (пуçласа!) пулнă.

— Тĕрлĕ пулăшусен, ĕçсен тытăмне туса хурассинче пĕчĕк предпринимателлĕх пысăк вырăн йышăнать. Çак сфера епле аталанса пырать районта?

— 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн тăрăхра 106 пĕчĕк предприяти шутланнă. Кашни пиллĕкмĕшĕ продукци кăларассипе ĕçлет. Иртнĕ çулта пĕчĕк предприятисем 363 миллион та 600 пин тенкĕлĕх ĕç тунă, пулăшу кÿнĕ. 2007 çулхипе танлаштарсан, çакă 43 процент нумайрах. Асăннă предприятисенче 2 пин çын ĕçлет.

— Иртнĕ юбилейренпе тепĕр 5 çул хыçа юлчĕ. Çак тапхăр район историйĕнче мĕнле улшăнусемпе палăрчĕ?

— Çапла, пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, шав малаллах. Çак хушăра лайăх, ырă ĕçсем ытларах туни — чи кирли. 5 çул каяллахипе е 2007 çулпа танлаштарсан та, район çыннисен пурнăç шайĕ самаях ÿсрĕ. Социаллă сферăра, культурăпа сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентÿ ĕçĕнче пысăк улшăнусем пулчĕç. Районти библиотекăсем пурте хальхи пурнăç ыйтăвне тивĕçтереççĕ. Паянхи куна Аслă Чурачăкри тата Александровкăри культура учрежденийĕсене модернизациленĕ, черетре — Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕ. Районти 54 яла та асфальт çул сарса çитернĕ. Çак енĕпе уйрăмах Александровка, Комсомольски, Хирти Сĕнтĕр, Хырхĕрри, Чĕчкен ял поселенийĕсем аван ĕçлерĕç. Хальхи вăхăтра икĕ яла — Хирти Мăратпа Хирти Выçлине автобус çÿремест. Унта илсе каякан çулсене тĕпрен юсасан кăçал çак ыйтăва татса паратпăрах.

Ял çыннисене пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе чылай ĕç тунă, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсене уçнă. Çак ĕçе малашне те тăсăпăр. 2007 çулта Аслă Чурачăкра вăтам шкулăн çĕнĕ çурчĕ хута кайрĕ. Тирпей-илем кĕртесси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Паллах, çак интервьюра 5 çулта тунă ĕçсене пĕтĕмпех асăнаймăп. Вĕсене район çыннисем лайăх пĕлсе тăраççĕ, мĕншĕн тесен пĕтĕм ĕçе пĕрле вăй хурса, тар тăкса пурнăçланă.

— Геннадий Федорович, Комсомольски районне, район центрне тепĕр 5—10 çултан мĕнле куратăр?

— Шанса, ĕненсе тăратăп, районăмăр çулран-çул илемленсе, çĕнелсе пырĕ. Тен, ун чухлĕ вăхăт та иртмĕ, автостанци хальхи вырăнта мар, Кабалин микрорайонĕнче вырнаçĕ. Автотранспорт район центрĕпе, ял варрипе çÿреме пăрахĕ, çывăх вăхăтрах çавра çулсем тăвăпăр. Тепĕр темиçе çултан ялсен урамĕсенче те пылчăк çăрма тивмĕ, кашнинех хытарнă çулсем сарма май тупăпăр. Çынсене культурăллă, усăллă канма Кĕтне шывĕ хĕрринче кану зони тăвассине, федераллă бюджетран укçа-тенкĕ уйăрсанах, малалла тăсăпăр. 2010 çулта вара спорт комплексне туса пĕтерсе хута ямалла.

Комсомольски ялĕнчи тĕп проблема — çĕр айĕнчи шывсем çывăххи. Çавăнпах аялти урамсенче çĕрсем шурлăхланма пуçларĕç. Çакă Куйбышев урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенче канализаци çуккипе çыхăннă. Çакна йĕркене кĕртме тасатакан сооруженисене пĕтĕмĕшле реконструкци тумалла. Заводская урама та улшăнусем кĕтеççĕ. Унта фонтансем, тротуарсем пулĕç тата чечексем ешерĕç. Район администрацийĕн çуртне тултан илемлетнĕ пекех, 1-мĕш вăтам шкула та тума палăртнă. Унсăр пуçне, 20—25 çул каялла çĕкленĕ темиçе хутлă çуртсене тĕпрен юсамалла. Пуçламăшĕ пур, çакна тума Раççей Федерацийĕн капиталлă юсав программине эпир кĕрсе юлтăмăр ĕнтĕ, кăçалхи планра — 12 çурт. 2009 çулта район бюджетĕнче çак ĕçсем валли 2 миллион тенкĕ уйăрса хăварнă, 15 миллион тенкĕ федераллă бюджетран килĕ. Хваттер хуçисен те хăйсен тÿпине хывмалла.

— Район çыннисене мĕн сунатăр?

— Пирĕн районта пурăнакансем яланах ĕçченлĕхпе, ырă кăмăлĕпе, мал ĕмĕтлĕхпе палăрса тăнă. Ентешĕмĕрсем хушшинче хамăр республикăра çеç мар, Раççейре, тĕнчере чыс-сум çĕнсе илнисем те пур. Малашне те çаплах пулма, тăван района илемлетме, пурнăçа лайăхлатса пырассишĕн пĕрле вăй хума сĕнетĕп.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика