11 февраля 2009 г.
Кăçалхи январĕн 27-мĕшĕнче Ленинград блокадине пĕтĕмпех татнăранпа 65 çул çитрĕ. Паттăр хулана пирĕн район çыннисем те йышлăн хÿтĕленĕ. Халăх 900 кунлă блокадăна тÿсни тĕлĕнтерет те, шухăшлаттарать те. Çакна чăтса ирттерме мĕнле хăюлăх, тÿсĕмлĕх кирлĕ пулнă. Нумайăшĕ çак хулашăн пурнăçне панă. Чĕрĕ юлнисенчен те чылайăшĕ пурнăçран уйрăлнă. Ентешĕмĕрсенчен çиччĕшĕ çеç юбилее кĕтсе илейрĕç. Вĕсенчен пĕри — Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакан П.П.Ишмуратов — çамрăклах блокадăна лекнĕскер.
Мĕнле сăлтавпа килнине пĕлсен, кил хуçи ман çине ăшшăн пăхрĕ. 79 çулхи Павел Петрович паянхи кун та йăрă çын пулни куç кĕретех. Пурнăçĕ пирки калаçу пуçлас умĕн хăйĕн мăшăрне — Валентина Никитичнăна та юнашар лартрĕ. Иртнĕ кунсенче Раççей Президенчĕ Д.А. Медведев янă Асăну хутне алла тытрĕ те калаçу пуçларĕ. Çак самантра ватă çыннăн куçĕсем шывланчĕç.
...П.Ишмуратов 1929 çулта хресчен çемйинче çуралнă. Сакăр ачаран çиччĕмĕш пулнă. 1937 çулта ашшĕ, Петр Порфирьевич Ишмуратов, Кронштадт хулинче заводра ĕçлеме пуçлать. Икĕ çул иртсен, хăйĕнпе пĕрле 10 çулхи Павăла та илсе каять. Арçын ача хулари шкулта вĕренме тытăнать. Пач вырăсла пĕлменнипе, пирвайхи вăхăтра чăваш ачине йывăр пулнă. Тăрăшулăхпа çине тăнине пула вырăс чĕлхине вĕренетех. «Аслă вăрçăн пĕрремĕш кунне лайăх астăватăп. Сиренăсем кăшкăртнипе ирхине шарт! сиксе вăрантăм. Вĕренÿ тренировки пуль, терĕ атте. Нимĕç самолечĕсем пуç çийĕн вĕçсе хула çине бомбăсем пăрахрĕç. Çавăн хыççăн вăрçă чăннипех те пуçланнине ăнлантăм»,— аса илчĕ Павел Петрович. Чăваш Ене ăсатас шухăшпа ашшĕ ăна Ленинград хулине куçарать. Хулана хăвăртрах тытса илесси тăшманăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнă. Çавăнпа ку çапăçусене чи вăйлă хĕçпăшалланнă çарсене янă. 1941 çулхи сентябрьте нимĕç çарĕсем Ленинград патне çывхарнă. Парăнман хулана çар вăйĕпе аркатса тата выçăхтарса парăнтарма тĕллев лартнă пулнă. Çар чаçĕсемпе хула халăхĕ вăйĕсене пĕрлештерсе хÿтĕлев ĕçĕсене туса пынă. Çав шутра Павăл ашшĕ Петр Ишмуратов та пулнă. Вăл 500 пин çын шутĕнче оборона сооруженийĕсем тунă çĕрте ĕçленĕ. «Ленинграда хÿтĕлекен çарсем, уйрăмах хула халăхĕ, апат-çимĕç çитменнипе питĕ нушаланнă. Карточкăпа памалли çăкăр норми талăка 125 грама юлнă. Мĕн кăна çиме тивмерĕ мана! Нумай çын шăнса тата выçăпа вилчĕç,— аса илчĕ ватă, куççульпе тулнă куçĕсене шăлса. — 1942 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче ирхине аттен чĕри тапма чарăнчĕ. Вăл выçăпа вилчĕ, мĕншĕн тесен хăйĕн çăкăрне те мана çитеретчĕ. Юнашар паллакан çын никам та çуккине пула, сивĕ хваттерте вилнĕ аттен кăкăрĕ çине пуçа хурса икĕ талăк макăрса выртрăм».
Йывăр пулсан та, çынсем вăрçă çулĕсенче май килнĕ таран пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшнă. Икĕ талăкран çак хваттере палламан хĕрарăм пырса кĕрет те ашшĕне пытарма пулăшать. Выçăпа халтан кайнă, вăй пĕтнĕ ачана больницăна вырнаçтарать. Ленинград çыннисем пысăк çынлăхлă, тÿсĕмлĕ пулнă çав.
Хула влаçĕсем тата çар командованийĕ пысăк йывăрлăхран тухмалли майсем шыранă. Çул çитмен ачасен темиçе ушкăнне машинăсемпе Ладога кÿлли урлă тыла ăсатма шутланă. Çапла вара 1943 çулхи апрель уйăхĕнче, пăр çийĕн, «пурнăç çулĕ» тăрăх Ленинградран ачасене илсе тухаççĕ. Çав çулпа грузовик çинче пынă чух, фашистсем пĕр шеллемесĕр бомбăсем пăрахнă.
Мĕнле туйăм, хумхану пулнă-ши çак самантра 13—14 çулхи ача чĕринче?
Ладога кÿлли урлă каçнă, вилĕмрен хăтăлнă ачасен ушкăнĕсене чукун çул вокзалĕнче тавар турттаракан вагон çине лартса Сталинград хулине илсе кайнă. Çак хуларан Краснодар тăрăхне ăсатнă.
«Курганное ятлă станцире пире, вăрçă тата выçлăх хавшатнă ачасене, çывăх тăвансем пек кĕтсе илни куç умĕнчех-ха. Кашнийĕшне, типшĕмленсе, шурса кайнăскерсене, ытала-ытала йĕчĕç»,— малалла тăсрĕ калаçăва П.П.Ишмуратов.
Мĕнле кăна нуша курма тÿр килмен-ши вăрçă çулĕсенчи ачасен?
1943 çулта Павăла ытти ачасемпе пĕрле Майкоп хулине ăсатаççĕ. Анчах та мĕн тăвăн: вăрçă тĕтĕмĕ хыçалтанах хăвалать-çке. Майкоп хулине те тăшмансем йышăннине пула, ачасене малалла, хĕвелтухăçнелле ăсатаççĕ. Пĕр станцинчи пасарта воспитателĕнчен (ятне ас тумасть) тăрса юлсан пĕр хĕрарăм апат-çимĕç сутнине курать те, калаçса каяççĕ. Çак хĕрарăм ăна тепĕр ачапа пĕрле усрава илет. Ÿркенмест чăваш ачи: сурăх кĕтĕвĕ кĕтет, килти хуçалăхра ĕçлет. Çĕнтерÿ кунне 16 çулхи каччă Краснодар тăрăхĕнче кĕтсе илет.
Çак савăнăçлă хыпар çитсен, Лениградран илсе тухнă ачасене Армавир хулинче пуçтараççĕ те поездпа каялла Ленинграда ăсатаççĕ.
Павăла хулара пурăнма общежитие вырнаçтараççĕ. Сентябрьте ФЗУ училищине вĕренме кĕрет, сантехник специальноçне алла илет.
«Манăн чун Тăван çĕршывах туртрĕ. Ленинградра ялан тăван тăрăхран пынă çынсене шыраттăм. Пĕррехинче хамăр ял çыннипе — Александр Артемьевич Зайцевпа паллашсан питĕ савăнтăм. Вăл мана яла мĕнле çитмеллине ăнлантарчĕ те эпĕ çула тухрăм»,— терĕ П.Ишмуратов.
Яла таврăнсан амăшĕшĕн епле пысăк савăнăç илсе килнине сăмахпа каласа пĕтерес те çук пулĕ. Павăла пиччĕшĕсем — Григорипе Николай — вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунă хыпара пĕлтереççĕ.
Темиçе çултан П.Ишмуратов Одесса хулинче çар чаçĕнче службăра 2 çул тăрать. 1953 çулта ял хĕрĕпе — В.М.Воробьевăпа йăва çавăраççĕ. Туслă çемье 2 ача пăхса çитĕнтерет: хĕрпе ывăл. Ватăсем выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, пахчара тĕрлĕрен улма-çимĕç ÿстереççĕ.
Павел Петровича Ленинград хÿтĕлевçисен юбилейĕ ячĕпе саламлатпăр. Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне кĕтсе илме, нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"