АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МАЛАШЛĂХ ĔÇЛЕКЕНСЕНЧЕН КИЛЕТ

11 февраля 2009 г.

 

«Восток» ял хуçалăх кооперативĕ — районта ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри.

Нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче унта 2008 çулхи ĕçе пĕтĕмлетсе отчетлă пуху пулчĕ. Кооператив ĕçченĕсем йывăрлăхсене çĕнтерсе пыраççĕ, çулсерен ÿсĕмлĕ кăтартусемпе ĕçлеççĕ. Çакăнта, паллах, «Восток» кооператив ертÿçин В.Г.Михеевăн тÿпи пысăк. Хальхи çăмăл мар тапхăрта, пурте йывăрлăх пирки нăйкăшса калаçнă вăхăтра, çавăн пек ертÿçĕсем пулни чуна çĕклентерет.

Пухура чăн малтанах Валерий Геннадьевич кооператив ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. 2008 çулта хуçалăх 24240 пин тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Çĕр çинче тухăçлă ĕçлесе 23178 пин центнер тĕштырă (пĕлтĕрхи кăтарту — 12374 центнер), 8045 центнер çĕр улми (пĕлтĕрхи кăтарту — 5508 пин центнер) тата ытти пахчаçимĕç те туса илсе сутнă.

2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх 878 пуç, сыснасем 980 пуç пулнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, мăйракаллă шултра выльăх 82 пуç ÿснĕ, сыснасен шучĕ 125 пуç чакнă. Кооперативра пурĕ 143 çын ĕçленĕ. 22 единица техника шутра тăрать. Иртнĕ çул нумайрах ял хуçалăх продукцийĕ туса илсе, ăна сутса тупăш курнă. Тĕслĕхрен, 2008 çулта 9957 центнер сĕт, 4593 центнер çĕр улми сутнă. 1 литр сĕт сутса 3 тенкĕ те 32 пус, 1 килограмм çĕр улми сутса 4 тенкĕ те 71 пус, 1 килограмм купăстаран 1 тенкĕ те 82 пус таса тупăш илнĕ.

Ял хуçалăх продукцине сутса пурĕ пĕрле 7214 пин тенкĕ услам илнĕ. Çакă — пĕлтĕрхи кăтартуран 571 пин тенкĕ ытларах.

В.Г.Михеев председателĕн тĕллевĕ — ĕçлекенсене вăхăтра тата тивĕçлĕ тÿлесси. Пĕлтĕр хуçалăх ĕç укçи çине мĕнпурĕ 8940 пин тенкĕ укçа янă. Кооператив членĕсем уйăхсерен вăтамран 5559 тенкĕ илсе пынă. Хуçалăхăн ĕçлекенсен умĕнче парăм çук.

Пухура отрасльсене ертсе пыракансем кашниех тухса калаçрĕç. Хăйсен сăмахĕсене цифрăсемпе çирĕплетрĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç. Хуçалăхра ĕçлекенсем правлени ĕçĕ-хĕлне хак парса хăварчĕç.

Пухăва çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов хутшăнчĕ, ĕçлĕ сĕнÿсем пачĕ.

Ертÿçĕ хуçалăхра нумай çул вăй хунă ĕçченсене юбилейсем ячĕпе Хисеп грамотисем тата хаклă парнесем парса чысларĕ.

Мĕнех, «Восток» кооператив ĕçченĕсене 2009 çулта тата лайăхрах кăтартусемпе ĕçлеме ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатăп.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика