07 февраля 2009 г.
Раççей прокуратури пуçланса йĕркеленсе кайни, мĕн пур цивилизацилле çĕршывсенчи пекех, патшалăх аталаннипе пĕрле пынă. Прокуратура патшалăхăн чи кăткăс участокĕнче саккунлăха тивĕçтерес ĕçе пурнăçлать.
2008 çулта район прокуратури мĕнле ĕçлесе пынине пĕлтерме район прокурорĕ, юстици советникĕ Валерий Алексеевич Гришин кăмăл турĕ.
— Валерий Алексеевич, 2008 çул кая юлчĕ, тунă ĕçсене пĕтĕмлетме юрать. Район прокуратурин кăтартăвĕсем еплерех-ши?
— Оперативлă ĕçченсен шучĕ пĕчĕк пулсан та (3 сотрудник) Комсомольски районĕн прокуратури саккунлăх хуралĕнче çирĕп те шанчăклă тăрать. 2008 çулта район прокуратури саккуна пăснă 1463 тĕслĕхе тĕпчесе палăртнă. Саккуна хирĕçлекен 217 право актне протестленĕ, 351 представлени ярса панă, тĕрлĕ харпăрлăхри должноçри 287 çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă. Административлă право йĕркине пăснăшăн эпир 182 ĕç пуçарнă, пурне те тивĕçлипе айăпланă.
Иртнĕ çулта ĕçченсен интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе судсене 586 иск ярса панă.
Янă представленисенче йăнăшсене пĕтерме, айăплисене наказани парасси çинчен ыйтăва татса пама конкретлă йышăнусем тума ыйтатпăр.
Çавăн пекех граждансен конституциллĕ прависене пăхăннин тĕрĕслевĕсене ирттерсе район халăхне ку тĕлĕшпе закона пăсни анлăн сарăлни çинчен пĕлтерме пултаратăп. Çавăнпа та ку енĕпе ĕçлесси — паянхи кун малти вырăнта. Эпир граждансен ĕç, çул çитмен ачасен правине мĕнле пăхăннипе, пурăнмалли çурт-йĕр тата халăха ĕçпе тивĕçтересси епле шайра пулнипе интересленсех тăратпăр. Çавăн пекех потребительсен прависене пăснă тĕслĕхсем тĕлĕшпе те тимлетпĕр. Районта алкоголизмпа кĕрешесси, гражданла тата муниципаллă служба çинчен калакан саккунсем епле пурнăçланса пынипе те интересленетпĕр. Укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ тата банксен ĕçĕ-хĕлĕ, налук пуçтарасси, монополи политики, çĕр ыйтăвĕ, предпринимательство тата нумай-нумай ыйтупа çыхăннă документсене пăхса тухатпăр, тÿрлетÿсем кĕртме хушатпăр.
Пирĕн ĕçĕн иккĕмĕш енĕ преступноçпа тата ун хыççăнхи йывăр пулăмсемпе кĕрешнĕ чухне саккуна пăхăнасси.
Кунта эпир Комсомольски районĕн шалти ĕçсен пайĕн руководствипе тата интересленекен организацисемпе çыхăнса ĕçлетпĕр. Вĕсен представителĕсемпе пĕрле координациллĕ тата оперативлă канашлусенче криминогенлă лару-тăрăва лайăхлатма тĕллевлĕ мероприятисем туса хатĕрлетпĕр. Çул çитмен ачасем преступлени туни пăшăрхантарать. Ку вара ачасен тата çамрăксен проблемисем тăрăх ĕçлеме тивĕçлĕ уйрăм структурăсем, профилактика субъекчĕсен специалисчĕсем ĕçлесе çитерейменнине пĕлтерет.
— Тĕрлĕ шайри руководительсене еплерех сĕнÿсем панă пулăттăр?
— Районти руководительсене яланах саккунсене пăхăнса ĕçлеме сĕнетĕп. Уйрăмах: ĕçе илес, ĕçрен кăларас, ĕç укçи вăхăтра тÿлес енĕпе. Документсемпе ĕçлессинчи çитменлĕхсене те пĕтермелле.
— Валерий Алексеевич, хăвăра пулăшса пыракансемпе çывăхрах паллаштараймăр-и?
— Хăйсене шанса панă ĕçе прокурор çумĕ, 2-мĕш класлă юрист Е.Илларионов, прокурор пулăшуçи А.Григорьев тивĕçлĕ туса пыраççĕ. Пирĕн патра сакăр çул ытла 1-мĕш разрядлă аслă специалист Тамара Петровна Задонова ĕçе çÿлти шайра пурнăçласа пырать. Çак маттур ĕçчен пирки ырă сăмахсем кăна калас килет. Вăл — опытлă та пĕлÿллĕ специалист. Д.Шурбин водитель, Л.Лаврушкина уборщица та ĕçре тăрăшуллă.
— Район прокуратурин историйĕ пирки каласа парсамăр?
— Район прокуратурин историйĕ 1939 çултан пуçланать. Районта пĕрремĕш прокурор К.Ижендеев пулнă. Вăл çак ĕçре 1941 çулччен, вăрçа тухса кайиччен ĕçлет. 1941—1948 çулсенче З.Краснов тăрăшать. 1948—1950 çулсенче прокурор ĕçне Ф.Рябова шанаççĕ. 1951—1955 çулсенче район прокурорĕн должноçĕнче Т.Ефремов ĕçлет. 1955 çулта район пĕтнĕ хыççăн прокуратурăна та çав шăпах кĕтнĕ. Çĕнĕрен вара 1965 çулта туса хураççĕ. 1965 çултанпа 2002 çулччен прокурор пулса С.Буслаев, В.Еллин, В.Бахмисов тата Н.Афанасьев ĕçленĕ. Сăмах май каласан, Николай Васильевич Афанасьев çак должноçра 10 çула яхăн ĕçлерĕ.
— Тавтапуçах калаçушăн. Ĕçре сире малашне те ăнăçу сунатăп. Патшалăх хÿтлĕхĕ кирлĕ çынсемшĕн прокуратура алăкĕ яланхи пекех уçă пултăр.
Источник: "Каçал Ен"