04 февраля 2009 г.
Часах Раççей çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 20 çул çитет. Çак паллă уява халалласа шкулта салтак юррисен фестивалĕ иртрĕ. Юрăçсене директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Н.Кузьмина, Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Волков, музыка учителĕ Н.Шамбулина, социаллă педагог С.Абукина, вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ С.Родионова хакларĕç.
Конкурса В.Шамбулин «Афганистан» юрăпа уçрĕ. Пĕрремĕш классен «Солдатушки, браво ребятушки» юрри пурин кăмăлне те кайрĕ. Иккĕмĕшсемпе тăваттăмĕшсем «Стой, кто идет», виççĕмĕшсем «Варяг» юрăсене шăрантарчĕç.
Пиллĕкмĕшсем «Москвичи» юрăпа сцена çине тухрĕç. Чечня салтакĕсем çинчен пулчĕ улттăмĕшсен юрри. Çиччĕмĕш класри Ж.Кокшин, Н.Абукин, С.Тяканов «Первым делом самолеты» юрра шăрантарчĕç. 8 «б» классем «Огонек», тăххăрмĕшсем «Мы вас подождем» юрăсене илемлĕн юрларĕç.
Н.Воробьева (10 класс) «Моя любимая» юрăпа сцена çине тухрĕ. В.Шамбулин çамрăк юрăçа пурте тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Вăл «Русский парень» юрă парнелерĕ.
Л.Смирнова жюри членĕсене сăмах пачĕ. Малтанах В.Волков хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ. Н.Кузьмина конкурса пĕтĕмлетсе çапла каларĕ:
— Эпир ачасем мĕнле юрланине, хăйсене сцена çинче тытма пĕлнине, тум тăхăннине шута илтĕмĕр. Юрăçсене виçĕ ушкăнпа хакларăмăр. Солистсенчен В.Шамбулин (11-мĕш класс) пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. К.Тарасовăпа К.Макарова – иккĕмĕш вырăнта. Кĕçĕн классенче виççĕмĕшсем – чи маттурисем. 2—4-мĕш классем – иккĕмĕш, пĕрремĕшсем виççĕмĕш пулчĕç. Вăтаммисен хушшинче 5—6-мĕш классенче вĕренекенсем — чи лайăх юрлакансем. Тăххăрмĕшсем – иккĕмĕш вырăнта. 8 «б» классем – виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç.
Конкурспа ачасем те, вĕрентекенсем те, хăнасем те кăмăллă пулчĕç.
Источник: "Каçал Ен"