АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĂНĂÇУСЕМПЕ САВĂНТАРЧĔÇ

04 февраля 2009 г.

 

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 2008 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 5-мĕшĕччен пур предметсемпе те олимпиадăсем иртрĕç. Ачасем вĕсене питех те кĕтеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен пĕлĕвĕсене кăтартасшăн. Кашни ача çулталăк тăршшĕпе портфолио пухса пырать.

Нумаях пулмасть районти вĕрентÿ пайĕнчен килнĕ хушупа килĕшÿллĕн малти вырăнсене çĕнсе илнĕ ачасене, педсовет йышăнăвĕпе шкулти экзаменсенчен хăтарса — вĕсене экзамен тыттармасăрах, мала тухнă предметсемпе лайăх паллăсем лартса пама пулать.

Çапла вара, шкулта 21 тĕрлĕ олимпиада пулса иртрĕ: 19 тĕрлĕ предметпа тата 3—4-мĕш класс ачисем валли «Интеллектуальная игра младшеклассников» текен олимпиада (кунта вырăс чĕлхипе математика), унсăр пуçне 5, 6, 7-мĕш классен ачисем валли «Юные дарования» ятлă математика олимпиади пулчĕ.

Олимпиадăсене 250 ытла ача хутшăнчĕ. Вĕсенчен 161-шĕ призерсем пулса тăчĕç: 1-мĕш вырăнта — 52 ача, 2-мĕшне — 52 ача, 3-мĕшне 57 вĕренекен йышăнчĕ. 15 вĕренекен икĕ е ытларах та предметпа призер пулса тăчĕ. Вĕсенчен уйрăмах 11-мĕш класри Наташа Михайловăна палăртса хăвармалла. Вăл 8 предметпа çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Денис Уласов, 9-мĕш «б» класс вĕренекенĕ, 5 предметпа çĕнтерчĕ. 9-мĕш «а» класра пĕлÿ илекен Анна Титова 4 предметпа палăрчĕ.

Паллах, çак çитĕнÿсемшĕн ачасем учительсене тав тăваççĕ, вĕсен тÿпи кунта питĕ пысăк.

«Халăха вĕрентес ĕç отличникĕн» Ираида Васильевна Максимован биологипе экологи предмечĕсемпе 10 призер, историпе обществознани предмечĕсемпе вĕрентекен 3.З.Галимзянован — 12 призер, физикăпа астрономи учителĕн В.Н.Петровăн — 12 призер, математика учителĕн Н.В.Сереброван — 11 призер, хими учителĕн Р.В.Творогован — 8 призер, технологи учителĕн Н.В.Игнатьеван — 6 призер, географи учителĕн Л.П.Яковлеван — 7 призер. Л.И. Ефремова, Л.А.Афанасьева, Л.Г.Галкина, Е.Н.Сереброва, Т.Г.Лапшина, С.Г.Игонина, А.В. Прокопьева вĕренекенĕсем те аван пĕлÿпе палăрнă.

Район шайĕнче ирттернĕ олимпиадăсенче те палăрчĕç пирĕн шкул вĕренекенĕсем. 38 ача призер пулса тăчĕ.

Пирĕн шкултан 9 ача район чысне тĕрлĕ предметсемпе хÿтĕлеме республикăна каять. Вĕсене пурне те ăнăçу сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика