АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĔРĔСЛĔХ ХУÇАЛАНТĂР

31 января 2009 г.

 

Граждансем хăйсен ыйтăвĕсемпе судран пулăшу кĕтни çак органа ытларах та ытларах шаннине пĕлтерет. 2008 çулта район халăхĕн право пĕлĕвне, халăх шанăçлăхне ÿстерес, ун ĕçне уçăмлатас, вăл система епле аталаннине пĕлес тесе район сучĕн председателĕпе Ирина Владимировна Зарубинапа тĕл пулса калаçрăм.

— Ирина Владимировна, 2008 çул кая юлчĕ, тунă ĕçсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме юрать. Район сучĕн тата миравай судăн кăтартăвĕсене епле хакланă пулăттăр?

- 2008 çулта район сучĕ 72 уголовлă, административлă 190 ĕç, граждансен 191 ĕçне пăхса тухнă. Миравай судья çак тапхăрта 90 уголовлă ĕç, граждансен 964 ĕçне вăхăтра тишкернĕ.

— Пăхса тухнă уголовлă ĕçсемпе район судйисем айăплă 22 çынна ирĕк прависĕр хăварнă, 2 çынна ирĕксĕрлесе ĕçлемелле тунă, уголовлă майпа 19 çынна айăпланă. 19 çынран иккĕшĕ — çул çитмен ачасем. Преступлени тунăшăн вунтăххăрăшне штрафланă, вĕсенчен пĕри — çул çитмен ача. Айăпа сирекен приговор иккĕ пулнă.

— Эсир суд системинче ĕçлеме пуçлани 15 çултан та иртрĕ. Çак тапхăрта мĕнле улшăнусем пулса иртрĕç?

— Суд тытăмĕ çĕршывăн наци экономикине, гражданла обществăна аталантарассинче паллă вырăн йышăнать. Çакна тĕпе хурса Раççей Федерацийĕн суд тытăмне аталантарассипе йышăннă ятарлă тĕллевлĕ программа судсен ĕçĕ-хĕлне чылай улшăну кĕртнĕ. Программăн тĕп тĕллевĕ — суд ĕçне уçăмлăн йĕркелесси, çыннăн прависене сыхласси, ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пăхса тухасси.

Судьясене, суд ĕçченĕсене паянхи самана ыйтакан çĕнĕ оборудованисемпе, компьютер технологийĕсемпе тивĕçтернĕ.

Суд ĕç-хĕлĕн пахалăхне ÿстерме май паракан тепĕр улшăну вăл — документсен электронлă çаврăнăшне йĕркелени, вĕсене электронлă носительсене куçарас ĕçе пурнăçлани.

— Ирина Владимировна, эсир хăвăр профессие ăнсăртран суйласа илменех. Мĕнле пулмалла-ха паянхи судьян?

— Чи кирли — кирек мĕнле ĕçре те яваплăхпа тĕрĕслĕхе тĕпе хуни.

Судьян кашни çыннăн чун ыратăвне, нушине чĕрепе те, ăспа та туйма пултармалла тесе шутлатăп. Вăл манăн характерпа та çыхăннă. Нумай профессирен ытахальтен мар ĕнтĕ çакна суйласа илнĕ эпĕ.

Чăнлăха тупса тăрă шыв çине кăларасси манра мĕн ачаранах аталаннă. Уфа хулинче аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн малтанах нотариус пулса тăрăшма тÿр килчĕ. Ун хыççăн вара судьяра ĕçлеме тытăнтăм.

Пĕртен-пĕр тĕрĕс йышăну кăларса çыннăн шăпине татса парасси çăмăл мар. Иртнĕ тапхăрта мĕн чухлĕ ĕç пăхса тухнă, миçе çын шăпине татса панă — шучĕ те çук.

— Район сучĕн историйĕ пирки каласа параймăр-ши?

— Комсомольски район сучĕн историйĕ 1939 çултан пуçланать. Вăл вăхăтра район сучĕн халăх судйи А.Д.Тунейкин пулнă. Тĕрлĕ тапхăрта халăх судйисем пулса О.А.Ягудин, А.В.Каратаев, Я.В.Васильев, Н.А.Краснова (Синицына), Н.Н.Попов тăрăшнă. 1957 çул хыççăн халăх район судне пăрахăçлаççĕ. Çак йышăну тĕрĕс маррине палăртса, 1965 çулта, тепĕр хут Комсомольски районĕн халăх судне туса хураççĕ.

— Ирина Владимировна, «Ĕç тухăçĕ — кадрсенче» текен каларăшпа килĕшетĕр-и эсир?

— Хăйне шанса панă ĕçе кашниех тÿрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса пурнăçлани ĕçе, паллах, кал-кал ярать. Пирĕн кадрсем пысăк пĕлÿллĕ (ĕçченсен 86 проценчĕ аслă пĕлÿ илнĕ), анлă тавра курăмлă, хăйсен ĕçне чунтан парăннă. Район сучĕн судйисем А.М.Васильев, А.Х. Шайдуллина, миравай судья А.Ш. Волкова ĕçе çÿлти шайра туса пыраççĕ. Тĕслĕхрен, Галина Харитоновна Миллина суд секретарĕнче вăтăр çул ытла ĕçлет. 2007 çулта вăл «Раççей Федерацийĕн суд системин хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Суд ларăвĕн секретарĕ А.А.Гаврилова та 1979 çултах çак ĕçе пикеннĕ. Суд председателĕн помощникĕ О.В.Букреевăпа Н.И.Митюков судья пулăшуçи пирки те ырă сăмахсем кăна калас килет. Суд ларăвĕн секретарĕсем Р.Р.Велимухаметовăпа И.А.Назарова хăйсен ĕçĕсене тивĕçлĕ туса пыраççĕ. З.В.Кошкина делопроизводитель, Ю.В.Щетинкин администратор, В.Зарубин водитель те ĕçре тăрăшуллă.

— Сирĕн пушă вăхăт нумай пуль тесе калаймăн. Анчах та вăхăта килте епле ирттеретĕр?

— Пушă вăхăтра вулама юрататăп. Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ — питĕ чечексем ÿстерме кăмăллатăп. Вĕсем — манăн чун йăпатмăшсем.

— Ирина Владимировна, çемье ăшши, хăвачĕ кашни çыннах кирлĕ, паллах. Эпĕ пĕлетĕп: сирĕн çемьере юрату, ăнлану хуçаланать...

— Çемье маншăн калама çук пысăк вырăн йышăнать. Унта ăнланулăх пурри ĕçре те пулăшса пырать мана. Мăшăрпа икĕ ывăл пăхса çитĕнтеретпĕр.

Аслă ывăл—Хусанти патшалăхпа право академийĕн студенчĕ. Вăл ман çулпа кайни чуна савăнтарать. Кĕçĕнни шкулта вĕренет. Сăмах май каласан, ачасем пурнăçра мĕнле вырăн йышăнасси тĕрĕс воспитани панинчен килет. Ашшĕ-амăшĕн витĕмĕн пĕлтерĕшĕ пысăк.

— Тавтапуçах калаçушăн. Сире малашне те ăнăçу сунатăп. Правосуди çуртĕнче яланхи пекех тĕрĕслĕх хуçалантăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика