31 января 2009 г.
Çак хăрушă, калама çук пысăк инкек Аслă Çĕрпÿел тĕлĕнче, Çĕрпÿ— Ульяновск çул çинче январĕн 4-мĕшĕнче кăнтăрла иртсен сиксе тухрĕ. Тольяттие каякан TOYOTA COROLLA автомашина водителĕ хăйĕн умĕнче пыракан транспорт хатĕрне хăваласа иртсе каяс тесе хирĕç килекен çул çине пысăк хăвăртлăхпа тухать. Ăçта çав тери васканă вăл, калама йывăр. Çавна пула тимлĕхе те çухатать. Çийĕнчех хăрушлăх сиксе тухать — ăна хирĕç ВАЗ-21102 автомашина пысăк хăвăртлăхпа килет. Ку вара Патăрьел районĕнчи Пикшик ялĕнчен тухса Шупашкара çул тытнă пулнă. Тольятти водителĕ çухалса каять, çумра — хăваласа иртсе кайма тытăннă автомашина, умри çул пушă мар — тепĕр автомашина килет. Хире-хирĕç килекен транспорт водителĕсем хăрушлăха сирме тивĕçлĕ йышăну туса ĕлкĕреймеççĕ, пысăк хăвăртлăхпах пырса çапăнаççĕ. ВАЗ-21102 автомашина водителĕн тата икĕ пассажирăн пурнăçĕ пĕр самантрах татăлать. Виççĕшĕ те 20—25 çулсенчи çамрăксем. Тольятти автомашини çинче те пĕр пассажир çавăнтах çут тĕнчерен уйрăлать. Самантрах тăватă виле.
Пĕтĕмлетсе мĕн каламалла: TOYOTA водителĕ çул çÿремелли правилăсене сĕмсĕррĕн пăсни çав тери пысăк инкек патне илсе çитерчĕ. Вăл хăйĕн умĕнче пыракан автомашинăна хăваласа иртсе кайма тытăннă чух хирĕç килекен çул пушă пулнине уççăн палăртман, апла пулин те хирĕç килекен транспорт хатĕрĕн çулĕ çине пысăк хă- вăртлăхпа тухнă. Çул тимлĕхе юратать. Кун пирки кашни водитель лайăх пĕлет, анчах çул çине тухсанах ун çинчен манса каять. Ахальтенех каламан пулĕ ĕнтĕ «Тише едешь — дальше будешь»,— тесе.
Сăмах май каласан, Раççей çулĕсем çинче çулсерен 30 пин ытла çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать (пĕр пĕчĕк хула халăхĕ), вĕсенчен ытларах пайĕ вăйпитти çынсем, çамрăксем. Çулсем çинчи çухатусене наци хăрушлăхĕпех танлаштараççĕ. Апла пулсан хăрушсăрлăха çирĕплетессипе район территорийĕнчи лару-тăрупа паллашар-ха. Ку енĕпе районти ГИБДД уйрăмĕ сахал мар ĕç тăвать. Пирĕншĕн Раççей Федерацийĕн Президенчĕн «Çулсем çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетес тĕлĕшпе чи малтан туса ирттермелли мерăсем» Указĕ, Раççей Федерацийĕн 2006—2012 çулсенче çулсем çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетесси пирки йышăннă тĕллевлĕ программи тĕп документсем пулса тăраççĕ, вĕсене тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Водительсен çул çинчи дисциплинине ÿстерес тесе иртнĕ çул 45 автопредприятире тĕрĕслев ирттертĕмĕр, тупса палăртнă çитменлĕхсемпе руководительсем ячĕпе çийĕнчех предписани çырнă. Водительсене рейса тухас умĕн тăтăшах тĕрĕслетпĕр. Пирĕн сотрудниксем çул çинчи йĕркене пăснă 5318 тĕслĕх тупса палăртнă, 220 водителе руль умне ÿсĕрпе ларса тухнăшăн тытса чарса явап тыттарнă. Çул çÿремелли правилăсене пăсакансене административлă майпа айăпласа 1 миллион тенке яхăн штрафланă, шыраса илнĕ. Милици тĕрлĕ службисемпе пĕрле иртнĕ çул 54 рейд тата 49 операци ирттернĕ.
Апла пулин те районти çулсем çинчи иртнĕ çулхи лару-тăрăва çăмăл тесе калама çук-ха. Пĕлтĕр пурĕ 35 автоавари пулчĕ, вĕсенче 10 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ, тата 37-шĕ йывăр аманса больницăра сипленчĕ. 2007 çулта та 37 авари пулнăччĕ, 2008 çулхинчен 2 авари нумайрах, 12 çын çут тĕнчерен уйрăлнăччĕ, 31 çын аманнăччĕ. Çулсерен аварисенче вуншар çын вилнипе, 30 ытла çын аманнипе çулсем çинче хăрушсăрлăх çук тесе мĕнле-ха калăн;
Аварисем çуррине яхăн Çĕрпÿ— Ульяновск çулĕ çинче пулаççĕ. Акă, иртнĕ çул 17 аварие урăх республикăсемпе облаçсенчен çула тухнă водительсем турĕç. Вĕсен айăпĕпе 7 çын пурнăçĕ татăлчĕ, 11 çын йывăр аманчĕ.
Мотоциклистсемпе çуран çÿрекенсем те çула тухсан йĕркене пăсма именсе тăмаççĕ. Çавсен айăпĕпе пĕлтĕр 6 инкек (виçшер) пулчĕ. Аварисенчен пысăк пайĕ транспорт хатĕрĕсем хире-хирĕç пырса çапăннипе пулать. Ахальтен мар çак статьяна кăçалхи январĕн 4-мĕшĕнче пулнă хăрушă аварирен пуçларăм. Транспорт хатĕрĕсем тÿнсе кайнипе те, çуран çÿрекенсем çине пырса кĕнипе те инкек нумай пулать. Пĕлтĕрхи кăтарту — 17 авари.
Уйрăмах харпăр хăй транспорчĕпе çÿрекенсем пирки тарăху сăмахĕсем каламалла. Пĕлтĕр, акă, хăйĕн автомашинипе çÿрекен 15 водитель çул çинчи инкеке лекрĕ, 16 аварие урăх районсенчи, республикăсенчи, облаçсенчи водительсем турĕç. Тĕрĕсрех каласан, çÿреме йĕркеллĕ те пĕлмеççĕ, çул çине тухсан вара пĕр-пĕрне хисеплесси çинчен манса каяççĕ.
Тишкерни çакна кăтартса парать: аварисем ытларах ирхине 6—9 сехетсенче, каçхине 18—21, 21—24 сехетсенче тата 14—03 сехетсенче пулаççĕ. Акă, иртнĕ çул асăннă тапхăрсенче (пурĕ 12 сехет) 26 авари пулчĕ. Çав вăхăтрах водительсем ытла васкани палăрать, тимлĕх чакать. Эрнери кунсене тишкерер-ха. Аварисем вырсарникунсенче нумай пулаççĕ (иртнĕ çул 10 авари, 28,5 проценчĕ). Кĕçнерникун, эрнекун, шăматкун та нумайрах аварисемпе палăрса тăраççĕ. Акă, пĕлтĕр çав кунсем çине 6-шар авари лекет. Уйăхсемпе илсен, аварисен шучĕ уйрăмах июль, август уйăхĕсенче ÿссе каять. Ноябрь, декабрь уйăхĕсенче пĕлтĕр 4-шар авари пулчĕ. Февраль, май, июнь, октябрь уйăхĕсенче те аварисен шучĕ пĕчĕкех мар.
Çулсем çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетесси пирки сахал мар саккун йышăннă, йĕркене тĕрĕслесси вăйланса пырать, правилăсене пăснăшăн явап тыттарассипе çирĕп йышăнусем тунă. Анчах та çулсем çинчи хăрушлăх çав-çавах чакмасть-ха. Çакна кашни водитель ăнланса хăйне валли тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тăватех пулĕ тетĕп.
Источник: "Каçал Ен"