АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВУТ-КĂВАРТАН АСĂРХАН!

31 января 2009 г.

 

Иртнĕ çул пирĕн районта 26 пушар пулнă. Вут-кăвар алхаснин пĕтĕмĕшле тăкакĕ – 811396 тенкĕ. Вут-çулăмра пĕр çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Ытларах вара Шурут ял поселени-йĕнче – 5, Комсомольскинче — 4, Тукайĕнче – 3, Урмаелĕнче 3 хутчен пушар тухнă.

Мĕн пур инкексен сăлтавĕ мĕнре-ха; Акă, 14 пушар электроприборсемпе тĕрĕс мар усă курнипе çыхăннă. Ачасем шăрпăкпа вылянипе 4 хутчен вут-çулăм алхаснă. Кил-çуртри кăмакасем юсавсăррипе 3 пушар пулнă. Асăрхануллăрах пуласчĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла. Ачасене те тимлĕрех пулмаллине вĕрентмелле, шăрпăка ал айне хумалла мар. Пĕчĕкçĕ йăнăш та инкек патне илсе çитерет.

Енчен те пушар тухнине асăрхарăр пулсан, пĕр тăхтаса тăмасăрах «01» е карас телефонсенчен «112» номерсемпе шăнкăравлăр. Ыттисенчен пулăшу ыйтăр, çухалса ан кайăр.

Тимлĕ пулни инкекрен çăлĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика