31 января 2009 г.
Асанкасси ялĕнче пурăнать çак туслă та кăмăллă çемье. Раиса Александровнăпа Анатолий Анисимович Ивановсен çемйинче тăватă ывăл ÿссе çитĕнсе çар ретне тăнă. Вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче хĕсметре пулнă. Аслă ывăлĕ, Альберт, Хабаровскра Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнă. Вăл халĕ çемйипе Шупашкар хулинче пурăнать. Иккĕмĕш ывăлĕ, Александр, Дагестанра пулнă. Унăн вĕри точкăсенче те пулма тÿр килнĕ. Дениспа Дима (йĕкĕрешсем) халĕ Дагестанри çар ча-çĕнче службăра тăраççĕ. Вĕсем Çĕрпÿри совхоз-техникумран вĕренсе тухса механик профессине алла илнĕ. Хăйсен пурнăçĕнче çак специальность çав тери кирлĕ пуласса шанаççĕ.
Ашшĕпе амăшне çĕршыв сыхлавçисем çуратса ÿстернĕ-шĕн пысăк чыс, хисеп. Хăшпĕр çемьесем хăйсен ачисене çара ярасран пăрăнаççĕ пулсан, Ивановсен ывăлĕсем Тăван çĕршыва сыхлама кăмăлтан кайрĕç. Çара каяс мар текен çамрăксене манăн çапла калас килет: «Çамрăксем, службăна каяссинчен ан пăрăнăр. Ку — сирĕн тивĕç. Енчен те хĕсметре тăрас килмесен вĕренме кайăр. Акă, сăмахран, Рязань, Санкт-Петербург хулисенче пĕлÿ илме май пур».
Источник: "Каçал Ен"