31 января 2009 г.
Кредит шучĕпе хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма пикеннĕ ачаллă çемьесене хÿтĕлес тĕллевпе федерацин 2008 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче йышăннă 288-мĕш саккунĕ кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ. Вăл федерацин 2006 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнчи «Ачаллă çемьесене паракан патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисем çинчен» 256-мĕш саккунне амăшĕн капиталне хваттер туянма е çурт çавăрма илнĕ кредитăн тĕп парăмне тата ун тăрăх пухăннă процента саплаштарма ярас енĕпе улшăнусем кĕртрĕ. Унпа килĕшÿллĕн РФ Правительствин 2009 çулхи кăрлачăн 13-мĕшĕнчи 20-мĕш йышăнăвĕпе амăшĕн капиталĕн укçине (унăн пĕр пайне) пурнăç условийĕсене лайăхлатма хывмалли йĕрке те улшăннă.
Çÿлерех асăннă нормативлă актсемпе килĕшÿллĕн ачаллă çемьесем патшалăх пулăшăвĕпе кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен усă курма пултараççĕ. Унччен йышăннă пек ача 3 çул тултаричченех эппин. Кунсăр пуçне вăл сертификат хуçин мăшăрĕ илнĕ кредит парăмне саплаштарма тата заявлени панă вăхăт тĕлне çурт-йĕр тĕлĕшпе харпăрлăх ирĕкне çемьен мĕр пур членĕ ячĕпе йĕркелемен пулсан та юрăхлă (паллах, кун пек чух харпăрлăхçăн малашне çурт-йĕре ашшĕ-амăшĕн, ачисен, çемьере пĕрле пурăнакан ытти çыннăн харпăрлăхăн пĕрлехи пайне куçарасси пирки обязательство çырса памалла та ăна нотариус е вырăнти хăй тытăмлăх пуçлăхĕн çирĕплетмелле).
Саккун тăрăх Пенси фончĕ амăшĕн капиталĕпе кредита саплаштарма йышăну тăвас тата укçа куçарас тапхăра кĕскетнĕ – граждансенчен заявлени тата мĕн пур документа илсе тивĕçлĕ йышăну тума пĕр уйăх палăртнă, ун хыççăн 2 уйăх иртиччен укçана уйрăм çын килĕшÿ тунă кредит учрежденине çитермелле. Сертификат хуçин патшалăх пулăшăвĕпе çурт-йĕр кредитне саплаштарма усă курас тесен заявление РФ Пенси фончĕн районти управленине çитермелле.Унпа пĕрле çак документсем пулмалла: амăшĕн капиталĕн сертификачĕ; унăн хуçин паспорчĕ; обязательнăй пенси страхованийĕн свидетельстви; кредит килĕшĕвĕ; ипотека килĕшĕвĕ; кредит парăмĕн юлнă сумми çинчен панă справка; çурт-йĕр тĕлĕшпе харпăрлăх правине патшалăх регистрацийĕ тунин свидетельстви; харпăрлăх хуçи çурт-йĕре ашшĕ-амăшĕн, ачисен тата çемьере пурăнакан ытти çыннăн пĕрлехи пай харпăрлăхĕ çине куçарма шантарса çырнă, нотариуса çирĕплеттернĕ обязательстви; амăшĕн капиталĕпе усă курса туяннă хваттерте пурăнакан çемьен мĕн пур членĕ кам пулнине çирĕплетекен документсем; çурт кĕнекинчен çырса илни тата финанс лицевой счечĕн копийĕ; кредит килĕшĕвне мăшăрĕ ячĕпе çирĕплетнĕ тĕк — унăн паспорчĕ тата мăшăрлану свидетельстви.
Çакна уйрăммăн палăртмалла: амăшĕн капиталĕн укçине кредитăн тĕп пайне тата унăн процентне саплаштарма кăна яраççĕ. Асăннă кредит обязательствисене вăхăтра пурнăçламаншăн хунă штрафа, комисси тÿлевне, пение татма çав шутран усă курма юрамасть.
Амăшĕн капиталĕн укçин виçи тĕп парăмпа процент тÿлевĕнчен иртме пултараймасть. Енчен те хывмалли сумма пĕчĕкрех пулсан патшалăх пулăшăвĕн пайĕпе кăна усă курмалла. Асăннă укçапа туяннă е туса лартнă çурт-йĕр Раççей территори-йĕнче вырнаçмалла. Ытти кредит тăрăх Пенси фончĕ ыйтăва татса памасть, гражданлăх ку енĕпе пĕлтерĕшлĕ.
Аса илтеретпĕр: çÿлерех асăннă документсенчи çĕнĕлĕхсем амăшĕн капиталне пурнăç услови-йĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата амăшне пенсипе тивĕçтерес шая ÿстерме хывассипе çыхăнман. Çавăнпа та патшалăх пулăшăвĕпе вĕсем тĕлĕшпе усă курас пирки заявление çемье капиталне илсе килнĕ ача 2,5 çул тултарсан кăна çырса памалла. 2007 çулта сертификата тивĕçнĕ тата унпа 2010 çулта усă курас текенсен кăçалхи иккĕмĕш çур çулта Пенси фондне пымалла.
Амăшĕн капиталĕн патшалăх сертификачĕн ирĕкĕпе 2007 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен иккĕмĕш (виççĕмĕш тата ун хыççăнхи) ача çуратнă (усрава илнĕ) çемьесем усă кураççĕ. Ăна пĕр хут кăна параççĕ.
2007—2008 çулсенче республикăра 10108, районта 339 сертификат панă. 2009 çулта ăна илес текенсенчен районта 17 заявлени йышăннă.
Малтанхи вăхăтра тÿлев виçи 250 пин тенкĕпе танлашнă. Ăна çулленех индексацилеççĕ. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен амăшĕн капиталĕ 299731 тенкĕ те 25 пуса çитнĕ. Сертификатсенче капитал виçине тĕрлĕрен кăтартнă пулин те унăн хуçисем усă курма ыйтса çырнă заявлени панă кун тĕлне кăтартнă суммăна тивĕçеççĕ.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи районти управленийĕнче амăшĕн капиталĕн укçи шучĕпе çурт-йĕр кредитне татас текенсенчен заявлени йышăнаççĕ, ку енĕпе консультаци пулăшăвĕ параççĕ, «хĕрÿ лини» ĕçлет. 5-12-82 телефонпа шăнкăравласа тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пултаратăр.
Источник: "Каçал Ен"