АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮМАХ ТĔНЧИНЧЕ

24 января 2009 г.

 

Чăн пурнăçра сайра-хутра çеç тĕл пулакан япаласемпе тата пулăмсемпе куçа-куçăн тĕл пулма çынсене яланах кăсăклă. Пирĕн республикăри чĕр чунсен тĕнчи те хăйне евĕрлĕ пуян. Вĕсен чăн пурнăçне пурте пĕлсех те каймаççĕ. Тĕслĕхрен, сунарçăсемпе вăрман тăрăх киленсе çÿрекенсенчен нумайăшĕ кашкăр, упа е пăши курнипе те мухтанмасть.

Чĕр чунсемпе, вĕçен кайăксемпе тĕплĕнрех паллашас тесен вара районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейне çитсе курма пултаратăр. Кунта Чăваш наци музейĕнчен илсе килнĕ «Юмахра хăнара» курав ĕçлет. Чĕр чунсемпе кайăк-кĕшĕксен кĕлеткисене чăн пурнăçри пекех кăтартса панă.

Чăваш Республикин лаптăкĕ пысăках мар пулсан та, ÿсентăран, чĕр чунсен тĕнчи питĕ пуян.

Тĕслĕхрен, республикăра чи пысăк чĕр чун – пăши. Вăл 400 килограма яхăн таять, Сăр шывĕ çывăхĕнчи вăрмансенче пурăнать. Юлашки çулсенче вăрмансенче хир сыснисен йышĕ те палăрмалла ÿснĕ. Юс, пăсара, енот, тилĕ, мулкач, пакша та тĕл пулать. Шел пулин те хăшпĕр чĕрчунсем çулран çул палăрмаллах чакни пăшăрхантарать. Çавăнпа паянхи кун Чăваш Республикин «Хĕрлĕ кĕнекине» пичетлес ыйту пысăк вырăн йышăнать.

Пирĕн республикăри чĕр чунсен тĕнчинче тĕлĕнмелле асамлăх, илемлĕх пытанса тăнăн туйăнать. Музей экспоначĕсем – чăн пурнăçра курма май пур чĕр чунсен кĕлеткисем кăна, паллах. Çапах та, «Юмахра хăнара» курав питĕ кăсăклă. Алăкран малалла иртен те хăвна юмаха лекнĕн туятăн. Кама кăна курмастпăр-ха эпир кунта: Йăва, шапа пулнă патша хĕрĕ, чее тилĕ, кĕмĕл чĕрне. Залра çÿренĕ май хăвна нихçан курман, пĕр-пĕр юмах тĕнчине лекнĕн туятăн.

Çак курав ытларах ачасене килĕшĕ, анчах та ашшĕ-амăшне те тунсăхлаттармĕ. Кунта вĕсене ачисемпе пĕрле юратнă юмахсене аса илме, чĕр-чунсене курма питĕ кăмăллă пулĕ. Унсăр пуçне пурте пĕлекен юмахсенчи йĕркесем куç тĕлне пулĕç. Ытти юмахри персонажсем те пур кунта. Инçех те мар йы-вăç çинче «Винни Пух тата ыттисем» юмахри тăмана ларать.

Хир качаки пăлан çемйине кĕрекен чĕр чунсенчен чи пĕчĕкки шутланать. Вăл – питĕ илемлĕ, айăпсăр чĕр чун. Çулталăкри хир качакисем уйрăмах çу уйăхĕнче илемлĕ: çурăмĕпе аякĕсем çинче тирĕ яка, çамки çинче тин шăтма пуçланă мăйракисем курăнса тăраççĕ. Унпа юнашарах «эп асаннерен тартăм, асаттерен те тартăм: кĕске хÿреллĕ мулкач, санран та таратăпах...» тесе юрласа малалла кусса каяссăн туйăнакан Йăвана та курма пулать. Курава килнĕ çынсене кăсăклантаракан ыйтусем çине И.Григорьева экскурсовод хуравлĕ. Çавăн пекех кураври чĕр чунсен пурнă-çĕпе те тĕплĕнрех паллаштарĕ. Ăнлантарнă вăхăтра вара çут çанталăка, чĕр чунсене, кайăк-кĕшĕксене сыхлас, юратас ыйтусем çине ытларах тимлĕх уйăрĕ. «Юмах тĕнчинче» куравпа паллашас тесен «Çĕр тата çынсем» музее çитсе курăр. Выставка пуш уйăхĕн 10-мĕшĕччен ĕçлет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика