24 января 2009 г.
Районта «Вĕрентÿ» приоритетлă наци проекчĕ ăнăçлă пурнăçланать. Ачасене тарăн пĕлÿ илме пĕтĕм услови пур. Шкулсен техникăпа пурлăх никĕсĕ пуян. Библиотекăсен кĕнеке фончĕсем пысăк та тулли.
2008 çула япăх мар кăтартусемпе вĕçлерĕмĕр. Ачасен, учительсен тăрăшулăхне те па- лăртма кăмăллă. Шкулсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ.
Акă, пĕлтĕр Комсомольски 1-мĕш, Тукай Мишер, Тăманлă Выçли, Асанкасси, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕсем грант илме документсем тăратрĕç. Тукай Мишер вăтам шкулĕ 1 миллион тенкĕлĕх грант çĕнсе илме пултарчĕ. Уйăрнă укçа-тенкĕпе тĕллевлĕн усă курнă. Спорт оборудованийĕ, компьютерсем, кĕнекесем туяннă. Ачасен пĕлĕвне ÿстерме пĕтĕм услови туса панă.
Вĕрентекенсем те яланах шыравра. Тĕрлĕ мероприятисене, конкурссене хутшăнаççĕ, уçă уроксем йĕркелеççĕ, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашаççĕ. Çи-тĕнÿсем те пур. Акă, Светлана Васильевна Михайлова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Сергей Витальевич Антонов (Александровка тĕп шкулĕ) конкурс çĕнтерÿçисем пулса, РФ Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçрĕç. Çавăн пекех П.В.Родионов (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), И.В.Николаева («Пучах» ача сачĕн воспитателĕ) ЧР Президенчĕн грантне илме пултарчĕç. Пултаруллă педагогсене хавхалантарма муниципаллă бюджетран та 60,4 пин тенкĕ уйăрнă.
Вĕренÿре маттур ачасене район пуçлăхĕ Г.Волков та уйăхсерен стипенди парса хавхалантарать. Пĕлтĕр ăна 20 вĕренекен тивĕçнĕ.
Шкулсен пурлăхпа техника базине пуянлатма район бюджетĕнчен 405,5 пин тенкĕ уйăрнă. «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 10 шкула валли компьютер комплекчĕсем туяннă. Пилĕк шкул класс-комплекчĕсене тивĕçнĕ. Паянхи куна вăтамран 11 вĕренекене валли — пĕр компьютер. Пур шкул та Интернетпа усă курать, кашнийĕшĕнех хăйĕн сайчĕ пур.
Вĕрентекенсем те техникăна алла илсе пыраççĕ. Ятарлă уçă уроксем те йĕркелеççĕ.
Ачасен шкулти пурнăçĕ тулли те усăллă ирттĕр тесе тăрăшатпăр. Çавна май вĕрентÿ учрежденийĕсенче тĕрлĕ пĕрлешÿсем, кружоксем, секцисем ĕçлени те аван. Вĕренекенсен çуллахи канăвне йĕркелесси те çÿллĕ шайра.
Ачасене пысăк тимлĕх уйăратпăр пулин те, вĕсен хушшинче йĕркене пăсакансем пурри пăшăрхантарать. Кашнийĕшĕнпех уйрăмшарăн ĕçлеме тивет. Тĕрĕс çул çине тăма пулăшмаллах. Вĕсем – пирĕн пуласлăх. Ашшĕ-амăшĕсемпе те тачă çыхăнса ĕçлемелле.
Кăçал та палăртнă тĕллевсене вăхăтра пурнăçласшăн, çĕннине алла илесшĕн.
Источник: "Каçал Ен"