АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВУТТĂН АЛЛИ ВĂРĂМ

24 января 2009 г.

 

Вут тухсан куççульпе сÿнтереймĕн. Çавăнпа малтанах хамăрăн асăрхануллă пулмалла. Çакăн пирки нумай калатпăр, çыратпăр пулин те, вут-çулăмра сиенленнĕ тĕслĕхсем çав-çавах нумай. Пĕлтĕр районта 26 пушар тухнă. Пурĕ 811396 тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ. Ытларах пушарсем электрооборудовани, проводасем юсавсăр пулнипе тухаççĕ. Кăмака юсавсăр пулни те инкекĕн тĕп сăлтавĕ. Ачасен айăпĕпе те вут-çулăм алхаснă тăватă тĕслĕх регистрациленĕ. Çавăнпа та асăрханулăх пирки манас марччĕ. Шăрпăка ачасен алли айне ан хурăр. Вут-çулăм калама çук пысăк инкек кÿни пирки ăнлантарса пама тăрăшăр.

Пушара пула пĕлтĕр 1 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, пурлăх çунса кĕлленнĕ. Хăшĕ-пĕри çуртсăр-йĕрсĕр тăрса юлнă.

Асăрханулăх пирки манас марччĕ. Хуçалăхри электропроводасене, оборудованисене яланах пăхса тăмалла, вăхăтра юсамалла.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика