АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЧАСЕМПЕ ТĔЛ ПУЛНĂ

24 января 2009 г.

 

Районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем çул-йĕр правилисемпе паллаштарас тесе тăтăшах шкулсенче, ĕç коллективĕсенче пулаççĕ, калаçусем ирттереççĕ. Чăнах та, вĕсем çак енĕпе чылай ĕç тăваççĕ. Профилактика ĕçĕ пирки те манса кайман. Акă, кăрлач уйăхĕнче Шурут вăтам шкулне вĕренекенсемпе калаçу ирттерме ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ В.Кондратьев килсе çитрĕ. Вăл иртнĕ çулта ачасем çул-йĕр правилисене пăхăнманнипе пулнă аварисен тĕслĕхĕсемпе паллаштарчĕ. Çак енĕпе шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем çеç мар, ашшĕ-амăшĕсем те, шкулсенчи учительсем те ĕçлесен паха. Ачасен те çул çинче тимлĕ пулмалли пирки манмалла мар.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика