АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПИРВАЙХИ ЛАРУ ИРТРĔ

24 января 2009 г.

 

Кăçалхи февраль уйăхĕнче Комсомольски районне туса хунăранпа 70 çул çитет. Çак чаплă юбилее хатĕрленме иртнĕ çулах пуçланă ĕнтĕ. Художество пултарулăх коллективĕсен смотр-конкурсне йĕркеленĕ, октябрь-ноябрь уйăхĕсенче 5 коллектив концерт кăтартма ĕлкĕрчĕ. Февралĕн 12-мĕшĕнчен смотр малалла тăсăлать. Мĕнпур мероприятие районăн юбилейне халаллаççĕ.

Тĕп уява вара февралĕн 28-мĕшĕнче «Комсомольское» культурăпа кану центрĕнче ирттерме палăртнă. Çав кунах ку центра «Модельлĕ культура учрежденийĕ» статус параççĕ. Январĕн 21-мĕшĕнче йĕркелÿ комитечĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ, ăна район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков ертсе пычĕ. Пирваях культура пайĕн начальникĕ В.С.Васильев сăмах илчĕ. Вăл паян кун тĕлне мĕнле ĕçсем туни пирки кĕскен каласа пачĕ, сценари çинчен сăмах хускатрĕ. Юбилей тĕлне район энциклопедийĕ пичетленсе тухмалла. Пирĕн тăрăхпа паллаштаракан буклет та пулать, ăна уява килекен хăнасене, районти шкулсен, ялсен библиотекисене парасшăн.

Район пуçлăхĕ Геннадий Волков лару ĕçне пĕтĕмлетсе йĕркелÿ комитечĕн кашни членĕ умне çывăх кунсенче пурнăçламалли тĕллевсем лартрĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика