21 января 2009 г.
Çул асăрханулăха юратать. Тимлĕ пулни те кирлĕ. Енчен те урăхла пулсан, инкек сиксе тухать.
Иртнĕ çул пирĕн район территорийĕнче 35 автоавари пулчĕ. Унта 10 çын пурнăçĕ татăлчĕ. Тăтăшах асăрхаттаратпăр, калаçусем ирттеретпĕр пулин те, водительсем эрех ĕçсе руль умне ларнă тĕслĕхсем пур-ха. Транспорт хатĕрне ÿсĕр е хĕрĕнкĕ çын тытса пыни уйрăмах хăрушлăх кăларса тăратать. Вĕсен айăпĕпе 2008 çулта 1 çын пурнăçĕ татăлнă.
Аварисем ытларах Федераллă çулсем çинче пулаççĕ. Иртнĕ çул ун пек 16 тĕслĕх регистрациленĕ.
Хамăр районта пурăнакансем çеç мар, ют район, облаç, республикăсенчен килекенсем те аварие лекнĕ. Аварисенчен ытларахăшĕ автотранспорт хатĕрĕсем пĕр-пĕринпе пырса çапăннипе çыхăннă. Кунсăр пуçне тÿнсе кайнă тĕслĕхсем 8 хутчен пулнă. Водительсем хирĕç килекен çул çине тухса кайнипе 5 авари тунă. Хăвăртлăха ÿстерни, автомашинăпа çÿреме ирĕк паракан удостоверени çукки, дистанцие тĕрĕс тытса пыманни инкек патне илсе çитернĕ.
Аварисем Комсомольски ял поселенийĕн территорийĕнче ытларах пулнă.
2008 çулта ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем 45 автопредприятире тĕрĕслевсем ирттернĕ.
Çул-йĕр правилисене пăхăнман тĕслĕх те нумай. Автомашина рулĕ умĕнче 220 çын ÿсĕр пулнине палăртнă.
Çул-йĕр правилисене пăснăшăн 831940 тенкĕлĕх штраф тÿлеттерме йышăннă.
Районти ГИБДД сотрудникĕсем иртнĕ çул 14 преступление тупса палăртма пулăшнă.
Кăçал та пирĕн уйрăм çул çинчи йĕркелĕхшĕн тăрăшĕ. Инкек ан пултăр тесе çине тăрса вăй хурăпăр.
Источник: "Каçал Ен"