21 января 2009 г.
Çулсем çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетесси çăмăл ыйту мар. Автоаварисен шутне чакарасси, паллах, водительтен нумай килет. Çак кунсенче районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕ 2008 çулхи «Чи лайăх водитель» ята палăртрĕ. Вăл — Шурут вăтам шкулĕн автобус водителĕ Л.Я.Муратов. Ăна çак ятпа чыс тума шкула районти ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ В.Кондратьев, В.Кириллов психолог килсе çитрĕç. Чăнах та, Л.Муратов 2008 çулта çул-йĕр правилине пăсни пĕрре те пулман. Çакă вăл ăста та пултаруллă водитель пулнине çирĕплетет.
Сăмах май каласан, Леонид Яковлевич 50 çулхи юбилейне паллă турĕ. Мĕн пур тăванĕсем, тус-юлташĕсем, кÿршĕ-аршăсем пуçтарăнса ăна саламларĕç.
Л.Муратов 1959 çулта Шурут-Нурăс ялĕнче çуралнă. 1979 çулта, чикĕре службăра тăнă хыççăн, тăван яла таврăнса трактористра ĕçлеме тытăнать. Автомашина рулĕ умне 1980 çулта ларнă. Мăшăрĕпе Антонинăпа, виçĕ хĕр пăхса çитĕнтерчĕç. Пĕр мăнукĕпе савăнаççĕ.
Çакăн пек чыслă ята çĕнсе илнĕшĕн тата çуралнă кунĕ ячĕпе Леонид Яковлевича чунтан саламлатпăр. Ăнăçусем тума сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"