АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔРИСЕМ ПУРТАН ÇУК ТĂВАÇÇĔ, ТЕПРИСЕМ ПУРРИПЕ УСĂ КУРМАÇÇĔ

17 января 2009 г.

 

Спорт çирĕп сывлăх, аван кăмăл парнеленине пĕлетпĕр-ха, анчах чылай чухне ÿркенетпĕр. Ĕç хыççăн киле çитсе диван çине ларатпăр та, сенкер экранпа паракан сериалсене пĕрин хыççăн теприне шĕкĕлчеме пуçлатпăр. Ун вырăнне йĕлтĕр сырса пĕр-ик çаврăм туни усăллăрахчĕ те çав...

Комсомольски ялĕнче вара хĕллехи спорт тĕсĕсене юратакансем те сахал мар. Пĕрисем стадионта е çывăхри вăрманта йĕлтĕрпе çÿреççĕ, теприсем конькипе тухаççĕ. Акă, райцентрти стадиона Çĕнĕ çулчченех шыв сапса пăрлантарнă, каток тунă. Халь кунта ача-пăча та, мăннисем те чун каниччен ярăнма пултараççĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче район сборнăйĕ хоккейла выляса республикăра та палăрнă. Çав йăласене чĕртсе тăратас тесе район администрацийĕн физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Евгений Тихонов тренировкăсем те йĕркеленĕ. Занятисем тунтикунпа юнкун тата эрнекун каçхине иртеççĕ. «Команда йĕркелесе кÿршĕллĕ районсемпе хоккей вăййинче тупăшса пăхас шухăш та пур-ха. Каток шăнтма пуçлани иккĕмĕш çул çеç те, халлĕхе республика шайне тухма иртерех. Килес çулсенче хоккей вăййине районта ытларах аталантарасчĕ»,— терĕ Евгений Аркадьевич. Мĕнех, питĕ аван шухăш. Хоккейла выляма формăсем пур, район пуçлăхĕ Геннадий Волков 15 комплект парнеленĕ.

Кĕçнерникун стадионти каток çине çитсе куртăмăр. Кунта арçын ачасем те, аслисем те 6—7 çын пурччĕ, шайба хыççăн хăвалаççĕ çеç.

Иртнĕ çулхи ноябрьте ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, хамăр ентеш К.С.Мифтахутдинов пулăшнипе Урмаел ялĕнче спорт площадкине (вăлах — хоккей коробки) хута янăччĕ. Ку — «Газпром» парни. Унта туллиех ача-пăча хĕвĕшет пуль тесе шутланăччĕ. Çитсе чарăнсан куç умне мĕн тухрĕ-ха? Виçĕ арçын ача кĕреçесем тытса тăрать. «Каччăсем, конькипе ярăнатпăр-и?» тесе ыйтсан пуçĕсене пĕкрĕç. Каток тени ĕмĕтре кăна иккен. Площадка варринче шланг выртать, унтан шыв хуллен юхать. Урамра ăшă çанталăк тăрать, вĕсем вара каток тăвасшăн. Сывлăш температури -25 градусран та аннă чухне мĕн шутланă-ши урмаелсем? Аслисем тата ăçта пулнă? Хĕрхенес килсе кайрĕ ачасене. «Газпром» тунă çав тери чаплă парнепе усă кураймаççĕ. Ялти спортпа физкультурăна аталантарассишĕн яваплă çынсен депутат умĕнче пичĕ те хĕрелмест-ши?

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика