АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔРШЫВ СЫХЛАВÇИСЕМ ПУЛМАЛЛАХ

17 января 2009 г.

 

Ĕлĕкренех çемьере арçын ача çуралсан «Салтака кайма юрăхлă пул» тенĕ ваттисем. Арçын çар ретне тăни сумлă та хисеплĕ пулнă. Çакă халĕ те хăш-пĕр çемьере сыхланса юлнă. Анчах та теприсемшĕн салтака кайманни темех мар. Çартан арçын тĕрекленсе, патварланса килет. Районта та çар ретне тăракан каччăсем чылайăн, хăшĕ-пĕри — контракт мелĕпе. Кĕрхи призыв еплерех вĕçленнĕ-ши? Çакна пĕлес тĕллевпе районти çар комиссарĕпе А.А.Маурин подполковникпа тĕл пултăм.

— Андрей Анатольевич, кăçалхи кĕрхи çар призывĕнче миçе каччă çар тумĕ тăхăнчĕ?

— Район кăтартăвĕсемпе савăнма пултаратпăр. Палăртнă плана ытлашшипех пурнăçланă. 76 йĕкĕт салтак тумĕ тăхăннă. Вĕсем хăйсен тивĕçĕсене çулталăк пурнăçлĕç. Çак вăхăтра паха опыт пухма та май пулĕ. Çар вĕренĕвĕсене те алла илĕç. Каччăсем ытларах Мускав хулинчи тата облаçĕнчи çар чаçĕсенче службăра тăраççĕ. Пурте тĕрĕс-тĕкел, çырусем çыраççĕ, шăнкăравлаççĕ. Хăйсен тивĕçĕсене лайăх енчен çеç пурнăçлакансен ячĕпе тăтăшах тав хучĕсем килеççĕ. Эпир те, ашшĕ-амăшĕсем те чунтан савăнатпăр. Пур çар чаçĕпе те тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Пирĕн каччăсем маттуришĕн мухтанатпăр. Ыттисене çар тивĕçне çÿллĕ шайра пурнăçлама сунатпăр.

Хăшĕсен тăван енре мăшăрĕсем, ачисем юлчĕç. Вĕсене çулталăк укçа-тенкĕ парса пулăшаççĕ. Çакă курăмлă, пурте кăмăллă.

— Каччăсен ятарлă специальность пурри çарта кирлĕ-и?

— Специальность пурри кирлĕ. Ун çине чи малтан тимлĕх уйăраççĕ. Çавна курах ятарлă чаçсене вырнаçтараççĕ. Ытларах ĕнтĕ водительсем, электромеханиксем, связистсем кирлĕ. Çавна пулах каччăсем валли кăçал эпир специальноç алла илме майсем туса паратпăр. Кăмăл пуррисем тÿлевсĕрех водитель, электромеханик, радиосвязист профессисене алла илме пултараççĕ. Вĕсене вĕренме яратпăр, укçи-тенкине пĕтĕмпех саплаштаратпăр. Çар ретне тăракансем профессиллĕ пулни паха. Вĕренме каяс текенсем пур.

— Андрей Анатольевич, районти çамрăксем хушшинче çар тивĕçне пурнăçлама контракт çырнисем пур-и?

— Паллах, пур. Кăтартусем те япăх мар пирĕн. Ку енĕпе эпир — чи лайăх ĕçлесе пыраканнисем. Тĕслĕхрен, контракт çырса хаваспах тепĕр хутчен 15 çын çар тумĕ тăхăнчĕ. Р.Хамдеев, Р.Ильязов Мурманск облаçĕнче, Р.Измайлов – Чечен Республикинче, А.Григорьев — Пермь, А.Никитин, Г.Поршуков Самар облаçĕсенче службăра тăраççĕ. Хăшĕ-пĕри отпуска канма та килсе кайрĕ. Унти пурнăçпа, условисемпе вĕсем кăмăллă. Çакă вара савăнтарать. Ыттисем те, кăмăлĕсем пур пулсан, контракт çырса кайма пултараççĕ.

— Пулас салтаксене мĕн суннă пулăттăр?

— Кашни арçыннăн çар тумĕ тăхăнмаллах. Унтан тĕрлĕ сăлтав тупса пăрăнма сĕнместĕп. Тарса çÿрени те кулăшла. Унăн вĕçĕ пулатех. Ун чухне ÿкĕнмелле пулса ан тухтăр. Судпа айăпланă тĕслĕхсем те пур.

Каччăсене çирĕп сывлăх сунатăп. Сирĕн çĕршыв сыхлавçисем пулмаллах.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика