АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КЛУБА ÇĔНЕТЕÇÇĔ

17 января 2009 г.

 

Ялти культура çурчĕ хăтлă та илемлĕ, пуян пулни паха. Кунта ял çыннисене, уйрăмах çамрăксене, савăнма пур услови те пулмаллах. Çак тĕллевпех Нĕркеç ялĕнчи культура çуртне çĕнетес тесе Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн администрацийĕ пысăк ĕçе кÿлĕнчĕ. Чи малтанах Культура министерстви йĕркеленĕ конкурса хутшăнчĕç, вĕсем юсав ĕçĕсене ирттерме укçа-тенкĕ те уйăрчĕç, вырăнти бюджетран та саплаштарчĕç. Культура çуртне пĕтĕмпех çĕнетме тĕллев лартнă. Чи малтанах модельлĕ библиотека валли пысăк пÿлĕм ха-тĕрлесе пачĕç (унччен вăл вырăнти хуçалăх правленийĕнче вырнаçнăччĕ). Юсав ĕçĕсене «Комсомольскинчи юсавпа строительство участокĕ» АХО (В.В.Максимов) ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ. Паянхи куна кунта чылай ĕç тума ĕлкĕрнĕ. Стенасене илемлетнĕ, сценăна çĕнетнĕ. Залра чÿречесене, урайне улăштараççĕ. В.В.Максимов январь вĕçне юсав ĕçĕсене вĕçлеме шантарать.

Çамрăксем те, ял халăхĕ те культура çурчĕ хута каясса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вăл çĕнелнишĕн савăнаççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика